Тăвайри Строительнăй урамĕпе халиччен транспорт таврашĕ кирпĕч завочĕ, МСО «Янтиковская» организаци, районти хатĕр-лев кантурĕ, автозаправка еннелле куçатчĕ. Халĕ çынсенчен ытларахăшĕ дачăсем еннелле васкать: çуран та, мотоблок таврашĕ- пе те, ыттипе те. Автоçул хĕррипе çăка, тирек, ытти йывăç ÿссе ватăлнă, вăйлă çил тухсан турачĕсене хуçса йĕри-тавра сапалатчĕ.
Америка вĕрени те сырса илнĕ çулăн пĕр енне. Çакăнти вырăна тирпейлессипе çыхăннă ĕçе пуçаруллă бюджет проекчĕпе пурнăçлама пуçланă пуш уйăхĕнче.
Тăвай территори уйрăмĕн пуçлăхĕпе Николай Сормовпа çывăхри юшкăнпа тулнă кÿлĕ-пĕвене виçĕмçул тасатни, пĕлтĕр çăвĕпех шыв тулли тăрса савăнтарни çинчен сăмах хускатрăм. Дача хуçисем тав тăваççĕ проекта ĕçе кĕртме пулăшакансене.
Дачăсем еннелле пăрăнакан çул тĕлĕнчи çуран тата транспортпа çÿрекенсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан йывăçсене каснă, турачĕсене иртнĕ. Çÿрев хăрушсăрлăхĕшĕн тимлесе татах та касмалла-ха. Çакăн çинчен Николай Ивановича çынсен шухăшне пĕлтертĕм. Пĕр пуçăннă ĕçе пахалăхлах вĕçлесчĕ. Тепре таврăнмалла ан пултăр.
Çул айккипе çĕнĕрен юпасем лартнă, часах ку урамра та электричество ламписем çуталĕç. Çул çинчи шăтăк-путăксене юсаса тÿрлетнĕ. Апла пĕчĕк урамсем те влаç органĕсен тимлĕхĕнчех. 2024 çулта Тăвай территори уйрăмĕнчи ялсенче çынсен пурнăçне лайăхлатассипе чылай ĕç тунă, пуçару бюджечĕн программипе 28 проект ĕçе кĕртнĕ. Кăçал палăртнă ĕçсенчен çуррине пурнăçланă ĕнтĕ, çав шутра нумаях пулмасть Тăвайри Ленин урамĕнчи çутă тытăмне çĕнетнĕ. Тăвайри вăтам шкулти акт залĕ валли 620 пин тенкĕлĕх çемçе пукансем туяннă. Унсăр пуçне шкул котельнăйне çĕнĕ хуран вырнаçтарасшăн.
Раиса ШУМОВА