1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
11 июня 2025 г. 9:02

Çимĕк çитрĕ

 

Чăвашсемшĕн пысăк уяв шутланать çимĕк кунĕ. Кăçал ăна çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Юлашки вăхăтра Тăвай тăрăхĕнче масар хапхисене, картисене юсанă. Çурчĕсене çĕнетессипе те чылай ĕç туса ирттернĕ. Çÿп-çапран тасатма, ÿссе кайнă йывăçсене касма нимесем йĕркеленĕ.

Масар ĕмĕртенпех православи çыннисемшĕн сăваплă вырăн пулнă. Çак сăмахсен пĕлтерĕшне асра тытса малашне те сăваплăхра тытасчĕ хамăрăн çывăх çынсем канăç тупнă вырăна.

Çимĕк кунĕ аякри тата çывăх тăвансене пуçтарать. Нумайăшĕ масар çине маларах кайса вилтăприсене типтерлет. Кĕлĕ вуласа вилнисене асăнаççĕ çав кун. Вилтăпри çинче шавлă калаçни-кăшкăрашни, асăнăва эрех-сăрапа паллă туса ĕçкĕ-çике çавăрса этем ретĕнчен тухни чыс кÿмест.

Çимĕке шăматкун тата вырсарникун каякан ялсем те пур, кĕçнерникун та вилтăприсем патне çитсе асăнаççĕ çывăх çыннисене хăш-пĕр ялсенче.

 

Альбина ИВАНОВА

Поделиться:
Распечатать