Тăвай муниципалитет округĕнче Тăвай—Чутей—Аслă Кайпăç (Тутарстан Республикин чикки таран) автомобиль çулĕн участокĕсенче тата тротуарсене искусственнăй çутăпа çутатса тăмалла тăвас ĕçсем пуçланнă. Подрядчик ĕçсен пĕрремĕш тапхăрне 2025 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче, çирĕплетнĕ графикпе контракт условийĕсене пăхăнса пуçăннă.
Асăннă ĕçсен тĕп тĕллевĕ — çулсен хăтлăх шайне ÿстересси тата çул куçăмĕн, уйрăмах çĕрле тĕттĕм вăхăтра çуран çÿ- рекенсен, хăрушсăрлăхне тивĕçтересси. Пĕрремĕш тапхăр вăхăтĕнче автобус остановкисем, искусственнăй çутăсем тата тротуарсем тума палăртаççĕ. Вĕсем çак участоксенче пулĕç: Тăвай ялĕнче (çул пуçламăшĕнчен тытăнса ялтан тухиччен); çул тăршшĕпех автобус остановкисем тĕлĕнче; Чутей ялĕнче (яла кĕнĕ çĕртен пуçласа унăн вĕçĕ таран).
Ĕçсен заказчикĕ — Чăваш Ен Транспорт министерствин «Чувашупрдор» КУ