Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейĕ ячĕпе «Дети войны. Из воспоминаний» кĕнеке кун çути курчĕ. Унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсене тÿссе ирттернĕ вăрçă ачисен асаилĕвĕсене кĕртнĕ. Пĕтĕм Раççейри проектпа килĕшÿллĕн пуçарнă ĕçе пурнăçа кĕртме Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви шкул ачисене, шыравçăсене, çамрăк армеецсене, педагогсене, музей сотрудникĕсене явăçтарнă. Вăрçă çулĕсене чăтса ирттернисен (18 çула çитейменнисен) асаилĕвĕ-сене республикăри 582 çынран çырса илнĕ. Вĕсенчен 90 ĕçе кĕнекене кĕртнĕ.
Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта çĕнĕ кĕнекен презентацийĕ иртнĕ. Мана та, вăрçă ачине, унта хутшăнма тÿр килчĕ. Пурне те асăнмалăх кĕнеке парнелерĕç. Чуна пырса тивекен кашни асаилĕ-вех вуласа тухрăм.
Хаяр вăрçа пула мĕн чухлĕ çыннăн нуша, инкек-синкек, сивĕ, выçлăх тÿсме тиврĕ? Кĕçех вăрçă пуçланнăранпа 85 çул çитет. Чăтма çук йывăр суран паянхи кун та сипленсе çитмест иккен.
Канаш районĕнчи Янкăлчă ялĕнчи Раиса Петровна Силодорован асаилĕвĕпе паллашнăçемĕн куççуль шапăртатрĕ. Эпĕ курнă, чăтса ирттернинчен унăн тата та ытларах тÿсме тивнĕ. Унпа хамăр вулакансене те паллаштарас шухăш çуралчĕ.
Янкăлчăра вĕсен çемйи 1940 çулхине Карелине куçса кайнă, ĕнине те пĕрле илнĕ (çемьене тăрантараканпа уйрăласшăн пулман). Унта çитсен пысăк çĕнĕ çурт панă вĕсене. Ашшĕ-пе амăшĕ колхозра ĕçленĕ. Раиса 12 çулта пулнă, шкула çÿренĕ. 7 уйăха çеç пынă лайăх пурнăç. Вăрçă пуçланнă. Ашшĕ виççĕмĕш кунне вăрçа тухса кайнă. Текех курайман ăна килтисем. Виçĕ ача, амăшĕ тăваттăмĕшпе çире юлнă.
Акă мĕнле аса илет Раиса Петровна çав вăхăтрисене.
... Вăрçă пуçлансан 5-мĕш кунне яла салтаксем çитрĕç, ял халăхне эвакуацилеме хушрĕç. Колхоз япаласене тиеме лашасем пачĕ. Салтаксем эпир лартнă паçмасем çине окопсем чавма пуçларĕç. Çимĕçсем пĕтнĕшĕн пăшăрхантăм. Чăн-чăн хăрушши малта кĕтрĕ. Хамăрăн тата колхозăн выльăхĕсемпе çула тухрăмăр. Питĕ вăрăм колонна пулчĕ. Кăштах кайсан нимĕç самолечĕсем пире курнă, пуç тăрринчех вĕçсе бомбăсем пăрахма пуçларĕç. Лашасем ĕрĕхеççĕ, чарма май çук. Çынсем кăшкăраççĕ, ачасем йĕреççĕ. Йăмăка алла илсе вăрман еннелле чупрăмăр. Анне пире чĕнет, кăшкăрать. Вăрмана кĕрсе пĕр шăтăка кĕрсе пытансан çеç анне пире тытса каялла илсе кайрĕ. Эпир хăранипе нумай вăхăт йĕтĕмĕр. Самолетсем кая-кая килсе 7 хутчен бомба пăрахрĕç. Мĕн чухлĕ çын, выльăх вилчĕ. Юлнă ĕнесене, качака-сурăхсене аран пухса малалла кайрăмăр. Чылай вăхăт иртсен пĕр вăрăм кĕпер урлă каçма пуçласан каллех нимĕç самолечĕсем вĕçсе çитрĕç. Пуçланчĕ çуйхашу. Çынсем кăшкăраççĕ, йĕреççĕ. Лашасем кĕпер çинчен шыва сикеççĕ, вилмеллех аманнăскерсем тискер сасăпа кĕçĕнеççĕ, ĕнесем мĕкĕреççĕ. Çынсем те чылайăн вилчĕç.
Çапла майпа карело-фин чиккинчен 400 çухрăм кайма май пулчĕ. Колхоз выльăхĕсене патшалăха патăмăр. Пирĕн çемье виçĕ ачапа, ĕнепе, ытти эвакуированнăйсемпе (вĕсен хăйсен выльăхĕ-сем пур) баржа çине вырнаçса малалла çула тухрĕ. Пристаньсенче чарăнса пассажирсем тухнă вăхăтра выльăхсем валли курăк çулса, вĕсене тăрантарнă, хамăр çикеленĕ. Пĕр виçĕ эрнерен Вологодски облаçĕнчи Белозерск хулине çитрĕмĕр. Анне çăмăлланма пуçланипе больницăна лекрĕ. Эпир, ачисем, ĕнепе аннене кĕтме юлтăмăр. Баржа малалла кайрĕ. 9 çулхи Зинăна, 5 çулхи шăллăма ниçта та каймалла мар тесе хытарса, хам анне çинчен пĕлме больницăна кайрăм. Вĕсем вылянă, ывăннăскерсем çывăрса кайнă, ĕне курăк çисе вĕçерĕннĕ. Йĕре-йĕре ĕне шыратпăр. Телей пулчĕ. Юрать вăл кантрипе йывăç туратĕнчен çакланса аякка каяйман.
Виçĕ кунтан аннене çуралнă ывăлĕпе больницăран кăларчĕç. Пĕчĕкскере Мефодий ят патăмăр. Ку вăл 1941 çулхи августăн 9-мĕшĕнче пулчĕ. Ашшĕне сăн ÿкерчĕкре çеç курса ÿсрĕ вăл. Урăх баржа çине ларса август уйăхĕн юлашки кунĕсенче Шупашкар пристанне çитрĕмĕр. Халăх нумай. Пурте тĕрткелешеççĕ, тем шыраççĕ, шавлаççĕ. Анне таçтан пеленка, утиял тупса ачана чĕркерĕ. Ĕнине кăкарса пире ниçта та кайма хушмарĕ. Паллакан е хамăр енне каякан çынсене шырама кайрĕ. Телее, Канаш енне каякана тупса тăванĕсене пирĕн нуша çинчен пĕлтерме хушнă. Тепĕр темиçе кунтан Ваççа тете çитсе аннепе 3 ачине поезд çине билет илсе лартсах ячĕ. Мана, 12 çулхи хĕрачана, ĕнепе, старике (Канаш районĕнчи Кушак ялĕнчен) качакапа пристаньре хăварчĕ. Вара эпир виçсĕмĕр çурран утрăмăр. Икĕ кунпа икĕ çĕртен Шупашкартан Кушак ялне çитрĕмĕр. Питĕ ывăннăран мана ĕне çине лартнине пĕлетĕп. Урана мĕн тăхăннине, яла мĕнле çитнине астумастăп. Ыратнипе ура çине тăрайми пулнă. Тĕрлĕ майпа сиплерĕç мана Ваççа тете патĕнче. Урасем самайлансан вăлах Котяки ялне çитиччен (пирĕн патне çитме 9 çухрăма) ăсатса ячĕ. Çав ялта атте ĕçленĕ. Эпĕ унта темиçе те пулнă. Çула пĕлетĕп тесе малалла утрăм. Çул юппинче аташса кайрăм, пĕри Татмăша, тепри Янкăлчăна каять. Лартăм та йĕретĕп. Ĕнене алран ямастăп, вăл курăк çиет. Телее, колхоза кĕменнисем хăйсен çĕрĕ çинче ĕçленĕ: мана асăрханă, лăплантарчĕç, яла çитме çул кăтартса ячĕç.
Эпĕ питĕ вăйсăр пулнăран ĕнене çухатасран хăраса алă çумне çыхса пытăм, унпа калаçрăм, çитертĕм. Апла пулсан та хамăр ял çĕрĕ çине кĕрсен ĕне пачах урăхла тытма пуçларĕ: мана итлемест, пуçне тăратса мăш-мăш сывлать, кĕтмен çĕртен алăран салтăнса рысь пек чупса куçран çухалчĕ. Йĕре-йĕ- ре чупатăп. Пуçра пĕр шухăш: «Мĕн пулать халĕ? Мĕн чухлĕ нушалантăм та ĕнене çухатрăм-ши?» Яла кайма хăратăп. Йĕтĕм-йĕтĕм те малалла утрăм ялалла. Пăхатăп та мана хирĕç çынсем чупаççĕ, анне малта. Вăл çитрĕ те мана ыталаса илчĕ. «Хĕрĕм, çитрĕн-и?»— терĕ. Тĕлĕнтермĕш: ĕне киле чупса çитнĕ иккен. 1940 çулхи декабрь уйăхĕнче ялтан кайса 1941 çулхи август вĕçĕнче киле çитрĕмĕр. Выльăх та хăйĕн килне, Тăван çĕршывне пĕлет, астăвать иккен.
Раиса Петровнан ялти малалли пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырмарăм. Вĕсем çинчен юлашки çулсенче хаçатра чылай статья пичетленĕччĕ. Çавна çеç калас килет. «Вăрçă ачисен» ачалăхĕ пулмарĕ. Вăхăтсăр, ир çитĕн- чĕç. Чăтăмлă, тÿсĕмлĕ, тăрăшуллă, хастар пулчĕç, кашниех пурнăçра хăй вырăнне тупрĕ. Чылайăшĕ пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Пурăнакансенчен чи çамрăкки те 80 çултан иртрĕ. Вĕсене хальхи çителĕк- лĕ пурнăçпа малалла утма çирĕп сывлăхпа телей, канлĕ ватлăх пултăр.
Кĕнекене алла тытрăм та çĕрĕпе çывăраймарăм. Куç хупăнмарĕ. 90 автор, 90 тĕрлĕ шăпа. «Ял ĕçченĕ» хаçата ирчченех çак статьяна çыртăм. Пĕр шăпа урлă çав вăхăтри вăрçă ачисен пурнăçĕ çинчен çамрăксене пĕлтерес терĕм.
Елизавета ИЛЬИНА, вăрçă ачи.
Вăрманхĕрри-Тăвай