Тăвайри тĕп библиотека никĕсĕ çинче перекетсемпе инвестицисен Пĕтĕм Раççейри çемье фестивалĕн муниципалитет тапхăрĕ иртнĕ. Программăри виçĕ енлĕ тупăшура пултарулăхне кăтартнă çемьесем. Конкурса аш- шĕпе амăшĕ тата 15 çултан аслăрах ачи, пурĕ 5 çемье хутшăннă: Федоровсем, Абрамовсем, Рафиевсем, Петровсем тата Матросовсем.
Мероприяти туслă та савăнăçлă лару-тăрура иртнĕ. Кашни тупăшу хыççăн экспертсем усăллă комментарисем, ăнлантарусем панă. Тăвайри Перекет банкĕн ертÿçи Александр Краснов ачасене ултавçăсенчен сыхлас ыйтăва хускатнă.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Федоровсен çемйи — Алексей Владимировичпа Наталья Юрьевна тата вĕсен хĕрĕ Анна — çĕнтернĕ. Вĕсем çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче Канашри финанспа экономика колледжĕн никĕсĕ çинче иртекен регион тапхăрĕн-че Тăвай округĕн чысне хÿтĕлĕç.
Çĕнтерÿçĕсене çитĕнÿсем сунатпăр!
Раиса ВАСИЛЬЕВА