Тăвай Ен куç умĕнчех улшăнса пырать. Округ центрĕн-че юлашки çулсенче ырă пуçарусене çул парса кану вырăнĕсем йĕркелессипе чылай проекта ĕçе кĕртнĕ.
Хальхи вăхăтра «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Зоя Космодемьянская палăкĕ патĕнчи территорие хăтлăх кÿрессипе тăрăшаççĕ. Унти тирпей-илем ĕçĕсен 2026 çулхи иккĕмĕш тапхăрĕнче тĕллевсен хăш проектне суйлассипе онлайн-сасăлав июнĕн 12-мĕшĕнче вĕçленет. Çавăнпа юлнă кунсемпе усă курса хăтлăх кÿ-мелли проектшăн сасăлама хастар хутшăнар!
Тирпей-илем кĕртме палăртнă вырăна суйласа илме волонтерсен пулăшăвĕпе анлăн усă кураççĕ округра. Паянхи куна 1900 ытла сасă пухнă. Ялти çамрăксен агрослетĕнче ку тĕлĕшпе активлăх кăтартнă вĕсем.
Сăн ÿкерчĕкре туслă командăри Ксения Матвеевапа Регина Егорована ытти муниципалитетсенчи волонтерсемпе пĕрле куратăр.
Раиса ВАСИЛЬЕВА