Май уйăхĕн вĕçĕнче нумай çынна юхан шыв хĕрринче куртăмăр. Çуллахи кунсем пуçланиччен икĕ çын пурнăçĕ татăлчĕ.
Пĕрремĕш хыпар Çĕнĕ Шупашкартан пулчĕ. Шел, Атăлăн сылтăм çыранĕнче, шыва кĕме юраман вырăнта каннă 49 çулхи арçынна текех пулăшу кирлĕ пулмарĕ. Канаш округĕнчи Сухайкасси ялĕ çывăхĕнчи пĕвере 17 çулхи каччă путса вилнĕ. Унăн виллине водолазсем шыраса тупса çыран хĕррине илсе тухнă.
Çакна пурте асра тытăр. Ятарласа хатĕрленĕ вырăнта кăна шыва кĕме юрать, ачасемпе пĕрле чухне уйрăмах питĕ тимлĕ пулмалла.
Алексей ФЕДОРОВ