1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
11 июня 2025 г. 9:04

Коррупцие хирĕç кĕрешесси — пĕрлехи ĕç

 

Раççей Федерацийĕн прокуратури шкул ачисемпе студентсем хушшинче «Вместе против коррупции!» конкурс ирттерет.

Унăн тĕллевĕ — çамрăк ăрăва коррупци проблеми çине тимлĕх уйăрма вĕрентесси, ачасемпе çамрăксен пуçарулăхне хавхалантарасси, коррупцие хирĕç кĕрешессинче влаç органĕсемпе общество пĕрле ĕçлессине практикăна кĕртесси. Заявкăсене 2025 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Конкурсăн çурма финалĕпе финалĕ октябрĕн 25-мĕшĕпе ноябрĕн 25-мĕшĕнче иртет.

Мероприяти виçĕ номинацире — «Чи лайăх плакат», «Чи лайăх ÿкерчĕк», «Чи лайăх видеоролик» — иртет, çĕнтерÿçĕсене 10—15, 16—20, 21—25 çулсенчи ÿсĕм категорийĕсенче палăртаççĕ.

Конкурс ĕçĕн ячĕ, ăнлантарса çырни пулмалла.

Конкурс çинчен тĕплĕнрех www.anticorruption.life сайтра паллашма пулать.

Çĕнтерÿçĕсене декабрĕн 9-мĕшĕнче, коррупципе кĕрешмелли кун, чыслаççĕ.

Светлана НИКОЛАЕВА,

округ пуçлăхĕн çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен советникĕ

Поделиться:
Распечатать