Тăвай енĕн сумлă çыннисенчен пĕри Тимофей Парамонович Парамонов çуралнăранпа июнĕн 13-мĕшĕнче 130 çул çитет. Вăл республикăри пирвайхи музыкантсемпе С.М.Максимовпа, В.П.Воробьевпа пĕр вăхăтра «Чăваш АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята илнĕ. Унăн çинчен Николай Яклашкин таврапĕлÿçĕ «Тăвай енĕн сумлă çыннисем» кĕнекен пĕрремĕш пайĕнче анлăн çырса кăтартнă.
Т.П.Парамонов 1895 çулта Лачкасси ялĕнче çуралнă. Ялти тата Енĕш Нăрвашри икĕ класлă шкулсене çÿренĕ. Ашшĕ кĕслеçĕ пулнă, Тимофей та мĕн ачаран сĕрме купăс каланă, нотăпа юрлама вĕреннĕ. Енĕш Нăрвашри учительсем те нумай хавхалантарнă литературăпа музыкăна вĕренме çав вăхăтри çамрăксене.
1909—1915 çулсенче Т.Парамонов Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. И.М.Дмитриев, Ф.П.Павлов, С.М.Максимов ертсе пыракан хорта юрланă, сĕрме купăс каласа симфони оркестрне хутшăннă. Лачкассине каникула килсен халăх юррисене çырса илнĕ. 500 юрă ытла пухнă çапла чăваш ялĕсенче, вĕсенчен 300 юррине Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕн- чи ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн архивне панă. Т.Парамонов чăваш музыка фольклорне пухакан чи хастар этнографсенчен пĕри пулнă. Чĕмпĕрти шкулта чухнех юрăсем илемлетме пуçланă.
1915—1921 çулсенче Т.Парамонов çар службинче пулнă. Пĕрремĕш тĕнче, граждан вăрçисене хутшăннă. Чапа тухнă 5-мĕш çар рота командирĕ пулнă. 1921 çулта выçăпа аптăранă чăваш ачисене Мускава илсе кайнă, унта воспитательте тата Клязьмăри ача çурчĕн заведующийĕнче ĕçленĕ.
1922—1928 çулсенче Канашри педтехникумра тăрăшнă, студентсене музыкăпа кăсăклантарнă. Пултарулăхне кура Тимофей Парамоновича Шупашкара чĕнсе илеççĕ. Вăл коммуна шкулĕнче ĕçлет, музыка техникумĕнче вырăс чĕлхи, математика, географи, обществоведени вĕрентет.
1930—1934 çулсенче тин уçнă пединститутра аслă пĕлÿ илет. Канашри шкулсенче вырăс чĕлхи вĕрентет. Канашри педтехникумра вырăс халăх инструменчĕсен оркестрне йĕркелесе ярать. Çамрăксем валли юрă репертуарĕ тăвас енĕпе ĕçлет. 1927, 1929 çулсенче пуçламăш шкулсем валли чăваш чĕлхин грамматикине пичетлесе кăларать.
Т.Парамонов «Революцичченхи чăваш шкулĕсенчи художество воспитанийĕ» кĕнеке çырса хатĕрлет, халăх юррисен пуххине кăларать. Чăваш музыкин историне тĕпессипе малалла ĕçлет.
Т.Парамоновăн пурнăçĕнче хĕн-асаплă çулсем те пулнă. Ним айăпсăр çынна совет влаçне хирĕçлет тесе 1938 çулхи майăн 29-мĕшĕнче арестленĕ. Малтан Улатăрта ларнă, унтан Çурçĕр Казахстан облаçне янă. 10 çул хыççăн ăна çав облаçри Смирновски районне ссылкăна яраççĕ. 1950—1956 çулсенче Кияминскри вăтам шкулта вырăс чĕлхи вĕрентет. Смирновски вĕрентÿ пайĕнче методика кабинечĕн заведующийĕ пулнă. Методика ĕçне лайăх йĕркеленĕшĕн Т.П.Парамонова Çурçĕр Казахстан облаçĕн халăха вĕрентес пайĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Ăна ЧАССР Министрсен Совечĕпе КПСС обкомĕн Хисеп грамотипе, юбилей медалĕсемпе, çав шутра «Ĕçри хастарлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа», III степень св. Станислав орденĕ- пе наградăланă.
Сталина пысăка хунине сивленĕ хыççăн 1956 çулхи август вĕçĕнче Т.Парамонов яла таврăннă. И.Я.Яковлев çинчен асаилÿсем çырать, вĕсене наукăпа тĕпчев институтне парать. 1988 çулта 93 çула кайса вилнĕ, ăна Лачкасси ялне пытарнă.
Чăннипех те пуян кун-çуллă пирĕн ентешĕмĕр. «Кĕнеке çырасчĕ те»,— тенĕ хăйĕн автобиографине пичетлес тĕллев тытса. Тĕрлĕ сăлтавсене пула çав вăхăтра кĕнеке кăларма май килмен. 2012 çулта гуманитари ăслăлăхĕн институчĕ Г.Парамоновăн «Чувашские народные песни» (170 юрă-кĕвĕ кĕнĕ) сборникне кăларнă. 200 экземплярпа тухнăскер хăвăрт саланса пĕтнĕ.
2018 çулта паллă музыкантăн, педагогăн, этнографăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен вырăнти таврапĕлÿçĕ Э.С.Ушаков Тимофей Парамоновăн тăванĕ Михаил Васильевич Игнатьев тата ывăлĕ Геннадий Тимофеевич Парамонов пулăшнипе «О времени и о себе» ятпа кĕнеке редакцилесе кăларнă. Унта тĕрлĕ вăхăтри хăйĕн тата çемье сăн ÿкерчĕкĕсене, документсене, пултарулăхĕпе çыхăннă хăш-пĕр хайлавĕсене кĕртнĕ. Кĕнекепе округри библиотекăсенче паллашма пулать.
Раиса ВАСИЛЬЕВА хатĕрленĕ