1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
11 июня 2025 г. 9:13

Опекăна тата усрава илнĕшĕн

 

Чăваш Енре ачана опекăна е усрава илнĕ ашшĕ-амăшне тата патронат воспитателĕ-сене уйăхсерен памалли укçа виçине çирĕплетнĕ.

Ача 2 çула çитиччен — 7595 тенкĕ, 2—6 çулсенчисемшĕн — 7901, 7—18 çулсенчисемшĕн 8677 тенкĕ тÿлеççĕ.

Сусăр ача пăхнăшăн 2 çула çитиччен — 8356 тенкĕ, 2—6 çулсенчисемшĕн — 8691, 7—18 çулсенчисемшĕн 9545 тенкĕ илеççĕ.

Ачана усрава илнĕшĕн пĕр хут паракан тÿлев 300 пин (сывă ачашăн) тата 375 пин (сусăр ачашăн) тенкĕпе танлашать. Ăна Чăваш Енре пурăнакансене ачана усрава илнĕ хыççăн тепĕр 3 çултан кăна тÿлеççĕ.

Поделиться:
Распечатать