Июлĕн 1-мĕшĕнчен 2026 çулта вăя кĕртмелли пуçарулăх проекчĕсен заявкисене йышăнма пуçлаççĕ. «Юлашки çулсенче эпир пĕрле хамăр пурнăçа улăштарма пултарнине кăтартса патăмăр. Проектсен хисепĕ те, укçа-тенкĕ уйăрасси те ÿсет.
Ялсем вара куç умĕнчех улшăнаççĕ,— тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. — Эпĕ кашни проекта контроле илетĕп. Пĕр проект та пурнăçланмасăр юлмалла мар. Çавăнпа пурне те ответлăха туйма ыйтатăп».
Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ кашни çыннах конкурса хастар хутшăнма чĕнсе каланă. Хамăр округа илемлĕрех, хăтлăрах тăвар. Сирĕн идейăсем — пирĕн пĕрлехи пуласлăх. Хальхи вăхăтра кăçалхи проектсене пурнăçа кĕртессипе ĕçлетпĕр. Чăваш Ен Пуçлăхĕн хушăвĕ- пе кашни проекта вăхăтра пурнăçлани тĕрĕслевре тăрать. 89 проектран 41-шĕ вĕçленнĕ ĕнтĕ, тенĕ.