1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
11 июня 2025 г. 8:59

Пĕртăван Мартыновсем — вăрçă паттăрĕсем

 

Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнĕ пулсан та паттăрсен ячĕсем манăçмаççĕ. Шыравçăсем çĕнĕрен çĕнĕ ятсем тĕпчесе тупаççĕ. Акă, нумай пулмасть Çĕнĕ Ишпуç ялĕнчи икĕ вăрçă участникĕ, пĕртăван Мартыновсен, паттăрла ĕçĕсем çинчен пĕлме тÿр килчĕ.

Гавриил Мартынович Мартынов 1914 çулхи кăрлач уйăхĕнче çуралнă. Вăрçăччен вăл ялта колхозра ĕçлесе пурăннă. Фашистла Германи пирĕн Тăван çĕршыв çине тапăнса кĕрсен, Мускав облаçĕнчи Кунцево çар комиссариачĕ урлă 1941 çулхи июнь уйăхĕнче вăрçа тухса кайнă. Тепĕр документ тăрăх Тăвай çар комиссариачĕ çав çулхинех июльте ăна чĕнтерни паллă. Вăл III Белорусси фронтĕнче кĕçĕн сержант званипе 1278 зенитлă артиллери полкĕнче тăшмансене хирĕç паттăррăн çапăçнă. Гавриил Мартынов ефрейтор-наводчик пĕр çапăçура аманнă. Кенигсберг хулине штурмланă чухне хăйĕн орудийĕнчен персе тăшманăн 15 салтакĕ- пе офицерне тĕп тунă. Пехотăна малалла кайма çул уçса панă. Г.Мартынов тăракан артиллери расчечĕ фашистсен 3 самолетне персе антарнă.

Фашистла Германие çĕнтернĕ хыççăн Гавриил Мартыновичăн Япони империалисчĕсене хирĕç кĕрешме тивнĕ.

Паттăр салтака икĕ хутчен «Хастарлăхшăн», «Паттăрлăхшăн», «Японие çĕнтернĕшĕн», «Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа», «1941—1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «1941—1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальсемпе наградăланă. Тĕп Главнокомандующин Тавне те тивĕç пулнă. Ăна çывăх çыннисем халĕ те упраççĕ.

Вăрçăран таврăнсан Гавриил Мартынов ялта тимĕр- çĕре ĕçленĕ. 1971 çулхи çу уйăхĕнче çут тĕнчерен уйрăлнă.

Унăн шăллĕ Петр Мартынович Мартынов 1923 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Ишпуç ялĕнче çуралнă. Медицина училищинче вĕренсе фельдшерта ĕçленĕ. Вăрçă пуçлансан, Тăвай çар комиссариатне 1941 çулхи августăн 19, 29-мĕшĕсенче, сентябрь уйăхĕнче чĕнтерни паллă. Тĕрлĕ документ çинче тĕрлĕрен. Медицина службин гв. аслă лейтенанчĕ, капитан, санитари взвочĕн командирĕ паттăррăн тăшмана хирĕç çапăçнă. Аманнă. ПМПра (полевой медицинский пункт) санрота фельдшерĕ пулнă. Кенигсберг хулине ирĕке кăларма хутшăннă. Тăшмансем вăйлă персе тăнă вăхăтрах çапăçу хирĕнчен аманнă 18 салтака тата 3 офицера илсе тухнă. Вĕсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ. Наступлени вăхăтĕнче нимĕç оборонине татса кĕнĕ чухне Ярышко, Витебск çывăхĕнче Фролово ялĕ патĕнче хăйсен батальонĕнче медпункт йĕркеленĕ, йывăр аманнисене вăхăтра медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ. 113 салтакпа офицера ПМПран медсанбатальона, йывăр аманнисене çапăçу хирĕн-чен хăвăрт эвакуацилес ĕçе йĕркеленĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕн-че пурĕ 754 салтакпа офицерăн пурнăçне çăлнă.

Ăста та паттăр фельдшера виçĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр, I степень Отечественнăй вăрçă орденĕсемпе, икĕ хутчен «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Кенигсберга илнишĕн», «1941—1945 ç.ç. Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă. Вăрçă хыççăн Петр Мартынович Шупашкар хулинче санэпидемиологи станцинче ĕçленĕ. 1988 çулта вилнĕ.

Зинаида ИВАНОВА, таврапĕлÿçĕ. Чутей ялĕ

Поделиться:
Распечатать