Çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче Александр Сергеевич Пушкин çуралнăранпа 226 çул çитрĕ. Раççейре çак датăна Пушкин тата вырăс чĕлхи кунĕсем тесе палăртаççĕ.
Ача-пăча библиотекинче «Пушкин юмахĕ-сен тĕнчи» уяв иртрĕ. Унта Элпуç шкулĕ çумĕнче йĕркеленĕ «Орлята» кану лагерьне çÿрекен ачасем хаваспах хутшăнчĕç. Лагерь ертÿçисемпе Л.Г.Моисеевапа, С.Ф.Константиновапа тата Н.Н.Иварбеевапа пĕрле пулчĕç вулавăшра. Ачасем библиотекарь А.С.Пушкинăн ачалăхĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа панине питĕ тимлĕн итлерĕç. «Аслă Пушкин тĕнчи» кĕнеке куравĕпе паллашрĕç, унăн юмахĕсем тăрăх хатĕр-ленĕ вăйăсене хутшăнса хăйсен пултарулăхне тата тавçăрулăхне кăтартса па-чĕç.
Наталья УСЬКИНА, библиотекарь