1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
11 июня 2025 г. 9:03

Пысăк хавхаланупа

 

Çак кунсенче Тăвай муниципалитет округĕнчи «Пĕрре- мĕшсен юхăмĕн» активисчĕсем Чăваш Ен делегацийĕн йышĕпе Мускаври çĕршывăн тĕп выставкинчи çамрăксен фестивалĕнче пулнă.

«Ку вăл вăй-хал, талант тата ĕмĕтсем пĕрлешнĕ чăн-чăн уяв пулчĕ. Хавхалантаракан, çăлтăрсемпе, паллă çынсемпе иртнĕ тĕлпулусем, интереслĕ дискусси площадкисем, хамăр вăя, пултарулăха ĕненме пулăшакан мероприятисем, мастер-классем пĕтĕмпех асра юлчĕç»,— теççĕ Карина Максимова (Çĕнĕ Пуянкасси), Марина Баданова (Мучар), Наталья Шамбулина (Чутей), Анна Юзукова (Тĕмер), Ева Ларионова (Тăвай шкулĕ).

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин, Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи тата Пĕрремĕшсен юхăмĕн туслăх çулталăкĕсенчи темăсем çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса, ăсталăх проекчĕсем пуçарса сÿтсе явма витĕм кÿнĕ.

Татьяна ИВАНОВА

Поделиться:
Распечатать