1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
11 июня 2025 г. 8:52

Республика , округ

• Майăн 27-мĕшĕнче чăваш тĕнчи паллă культура деятелĕ, чăваш литературин классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнине уявларĕ. Паллă юбилее халалласа К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ Константин Иванов кунне уçнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев сăвăç палăкĕ умне чечек хунă. Константин Иванов пултарулăхĕ — чăваш халăхĕн чун-чĕрин тĕкĕрĕ, тенĕ Олег Николаев. Вилĕмсĕр «Нарспи» поэма — чăваш халăхĕн чи пысăк пуянлăхĕ. Паян ăна чăвашла кăна мар, вун-вун чĕлхепе вулаççĕ.

• ЧР Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче регионăн амăшĕн капиталне 2030 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнчен тăсассипе çыхăннă проекта ырласа йышăннă. Чăваш Енре унăн виçине 2025 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче 200 пин тенке çитернĕ. 2012 çултанпа Чăваш Енри 17 пин ытла çемье 1547,4 миллион тенкĕ илнĕ. Унăн пысăк пайĕпе çурт-йĕ-ре лайăхлатма усă курнă. Ачисене вĕрентме тăкакланисем те, автомобиль туяннисем те пур.

• Пирĕнпе кÿршĕллĕ Вăрмар окру- гĕнчи Кĕтеснер ялĕнче савăнăçлă лару-тăрура чикĕ хуралçисен аллейине уçнă. Çак ятпа пухăннисене округ пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар округĕн депутачĕ, пограничниксен вырăнти пĕрлĕхĕн ертÿçи Герман Боредский ветеран саламланă.

• Библиотека ĕçченĕн кунĕнче вара Шупашкар округĕнчи Паçпак ялĕнче çĕнелнĕ библиотека алăкĕ-сене яриех уçнă. Çĕнелнĕ вулавăшра ачасемпе аслисене кĕнеке вулама кăна мар, пĕр-пĕринпе хутшăнма, пĕлĕве ÿстерме, пултарулăха аталантарма пулĕ. Çак ятпа Паçпаксене Шупашкар округĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов саламласа ăнăçусем суннă.

• Чăваш Енре кăçал 818 пин тăваткал метр пурăнмалли вырăн хута яма палăртнă. Январь-апрель уйăхĕсенче 367,2 пин тăваткал метр тунă. Ку вăл çулталăк планĕн 45 проценчĕпе танлашать. Çурт-йĕр строительстви енĕпе Шупашкар хули, Шупашкарпа Канаш округĕсем малта. Чăваш Ен Пуçлăхĕ 2030 çул тĕлне пурăнмалли вырăн çуллен 1,15 миллион тăваткал метр тăвассине пурнăçа кĕртме тĕллев лартнă.

• Республика Пуçлăхĕн хĕл каçнă хыççăн çулсене норматива тивĕçтерес пирки Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерствине тата муниципалитет органĕсене çитернĕ хушăвне пурнăçласа пирĕн Тăвай округĕнче те çулсене «Пурнăç инфратытăмĕ» нацпроектпа килĕшÿл- лĕн пăхса-юсаса тăма тимлеççĕ.

• Аграрисене пулăшмалли майсенчен пĕри — 2021 çултанпа вăйра тăракан «Перспектива» грант. Ку таранччен унпа усă курса 77 фермер, уйрăм предприниматель тата организаци 458 миллион тенкĕ илнĕ. Çак шутра пирĕн округра та сыр тата ытти ял хуçалăх продукцийĕ туса кăларассине йĕркелесе янă. Кăçал «Перспектива» гранта çырла туса илекенсене, уçă вырăнта пахча çимĕç ÿстерекенсене (севоксăр пуçне), агротуристсене канма условисемпе тивĕçтерекенсене параççĕ. Грант илес тĕллев тытнисен бизнес проекчĕ хатĕрлемелле, заяка тăратса Ял хуçалăх министерстви ирттерекен конкурса хутшăнмалла.

Иван ГЛАДКОВ хатĕрленĕ

Поделиться:
Распечатать