1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
11 июня 2025 г. 9:11

Республика , округра

• «Яла пулăшасси, туризма аталантарасси, патриотла воспитани парасси ял çамрăкĕсен «Ялта чи лайăххисем» IV агрослечĕн тĕп темисем пулчĕç»,— тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. «Ял ĕçченĕ» хаçатăн иртнĕ номерĕн-че çырса кăтартнăччĕ ĕнтĕ, майăн 31-мĕшĕнче Тăвай округĕнчи «Упа кĕтесĕ» кану базин никĕсĕ çинче республикăн «Ялта чи лайăххисем» IV агрослечĕ тата федерацин Атăлçи округĕнчи ял çамрăкĕсен III слечĕ иртнĕ. Вĕсем Чăваш Енри ялсенчен пуçтарăннă 1,6 пин тата Атăлçи округĕнчи регионсенчен килнĕ 70 яхăн çамрăка пĕрлештернĕ. Вĕсем «Çĕнтерĕве пĕрле кĕтсе илетпĕр» девизпа иртнĕ.

• Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ кăçал та «Эпĕ — хĕрарăм» конкурс ирттерет. Ăна 2021 çулта пуçарса янă. Тăватă çулта тупăшăва 17—93 çулсенчи 2500 хĕрарăм, çав шутра пĕлтĕр 1026 çын хутшăннă. Пирĕн округран та çĕнтерÿçĕсем пĕрре кăна мар пулнă. Кăçал Тăвай округĕнчен конкурса 28 хĕрарăм хутшăнать. Июнĕн 9—17-мĕшĕсенчи сасăлавра вĕсемшĕн сасăлар. Конкурс тĕллевĕ — хĕрарăмăн обществăри рольне ÿстересси.

• ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтернĕ тăрăх, юлашки пилĕк çулта республика бюджетне икĕ хута яхăн ÿстерме май килнĕ. 2024 çулта вара республика бюджетне кĕнĕ укçа пуçласа 100 миллиард тенкĕрен иртнĕ: тупăш пайĕ 107,1, тăкаксен пайĕ 102,6 миллиард тенкĕпе танлашнă. Умĕнхи çулхипе танлаштарсан, бюджетăн тупăш пайĕ 13 миллиард тенкĕ е 13,8 процент ÿснĕ.

• Шупашкар аэропорчĕн вокзалĕнче юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ, унта пассажирсене йышăнмалли зона уçăлнă. Аэропорта 2021 çулта çĕнетме тытăннă. Модернизаци хыççăн аэропорт пысăкланнă. 2024 çулта вĕçевсем валли çĕнĕ терминал уçнă. Çĕнĕ рейссем те йĕркеленĕ. Çывăх вăхăтра самолетсем Шупашкартан Калининградпа Махачкалана та вĕçме тытăнĕç.

• ЧР Суйлав комиссийĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн органĕсен суйлавне ирттерессипе çыхăннă ĕçсене пăхса тухнă, суйлава укçа-тенкĕпе тивĕçтерессине тишкернĕ, кандидатсенчен документ йышăнмалли йĕркене çирĕплетнĕ.

• Чăваш Енре ял хуçалăхĕ ÿсĕмлĕ аталанать: юлашки пилĕк çулта тĕш тырă тата çăмарта туса илесси 1,3 хут ÿснĕ, Раççейри хурсен 70 процентне Чăваш Енре çитĕнтереççĕ, севок суханăн 70 процентне те пирĕн республикăрах туса илеççĕ. Сăмах майăн каласан, Пуянкассинчи Андрей Кузнецов та çуллен 5 гектар çинче севок çитĕнтерет. Республикăри аграрисем çĕр улми хамăра кирлинчен 1,8 хут, сĕт 1,5 хут ытларах туса илеççĕ.

• Чăваш апат-çимĕçĕ тĕнчери 40 ытла çĕршыва ăсанать. Чи пысăк экспортерсем — Китай, Беларуç, Пĕрлештернĕ Араб Эмирачĕсем, Азербайджан, Казахстан. Çĕрулми, кайăк-кĕшĕк ашĕ, çăнăх, кондитер изделийĕсен экспорчĕн калăпăшĕ ÿснĕ.

Иван ГЛАДКОВ хатĕрленĕ

Поделиться:
Распечатать