1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
11 июня 2025 г. 9:02

Сăвă каласа тата çырса

 

Муниципалитет округĕн общество палати, Тăвайри халăх таврапĕлÿ музейĕ, Чăваш Республикин композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ Анатолий Кириллов тĕрлĕ ÿсĕмри пултарулăх çыннисемпе «Эпир вăрçă çинчен сăвăпа калаçатпăр» тĕлпулу йĕркеленĕ.

Унта хутшăнакансем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин астăвăмне хаçат-журналсенче, кĕнекесенче, ытти ĕç-хĕлре хăварнин пĕлтерĕш-не палăртнă. Тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçисем — Ульяна Васильевапа (Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕ, 3 класс) Виктория Осипова (Мучар шкулĕ, 6 класс) çĕкленÿллĕ туйăмпа вăрçă çинчен сăвăсем вуланине итленĕ.

Аслă Çĕнтерÿ юбилейне халалланă А.Н.Кирилловăн «Парне пултăр саншăн, ветеран» кĕвĕ валли «Çĕнтерÿçĕ салтаксем» ятпа ирттернĕ сăвă конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Елена Андреевна Фоминана (Нÿшкасси), Валерий Анатольевич Петровпа Валентина Михайловна Павлована (иккĕшĕ те Тушкил), Вячеслав Егорович Горбунова (Тĕмер), Наталия Шамбулинана (Чутей шкулĕ) пултарулăхĕшĕн тĕрлĕ дипломсемпе чысланă.

 

Владимир ШАКРОВ, Общество палатин ертÿçи

Поделиться:
Распечатать