Тенеялĕнчи Валентина Петровна Николаева ячĕпе Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Тав çырăвĕ килнĕ. Çак кунсенче 90 çулхи юбилейĕпе ăна çывăх çыннисем, ял-йыш саламланă.
Тăвай округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, Йăнтăрчă ял территорийĕн уйрăмĕн ертÿçи Александр Карсаков ĕç ветеранне, тыл ĕçченне ырă сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми вăй-хăват суннă, асăнмалăх парнепе савăнтарнă.
Валентина Петровна Тенеялĕнче кун çути курнă, кунтах çемьеленнĕ. Пурнăçне шут ĕçĕпе çыхăнтарса нумай çул Тушкилте бухгалтерта тăрăшнă. Унтан «Новый путь» колхозра кассирта та, çав вăхăтрах страхлакан агентра та вăй хунă. Хуçалăхри ытти ĕç-хĕле хутшăнса тăван ен аталанăвне пысăк тÿпе хывнă.
Кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать Валентина Петровна. Йывăрлăхсем умĕнче парăнакан йышши мар вăл. «Хускални сывлăхшăн усăллă»,— тет. Кутамкка çакса, туя çине тайăнса лавккана хăех кайса килет, мĕн кирлине туянать. Яланах халăх хушшинче пулма хăнăхнăран, паллакансене тĕл пулать, калаçать, ырă хыпарсемпе хавхаланать. 4 мăнукĕпе, 5 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать, вĕсене хăйĕн юратăвне парнелет.
Валентина Петровна хăнасене ырă çул, вăрăм кун-çул сунса ăшшăн ăсатрĕ. Хăйне çавăн пек сума сунăшăн тав турĕ, ĕçре ăнăçу сунчĕ.
Алевтина УСЬКИНА,
Йăнтăрчă ял территори уйрăмĕн
специалисчĕ