1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
11 июня 2025 г. 8:56

Тĕрленĕ картта музейĕ

 

Шупашкарта Хĕрлĕ тÿремре Раççейĕн тĕрленĕ карттин музейĕ уçăлнă.

«Тĕрленĕ картта Раççей пĕрлĕх-не, нумай енлĕхне кăтартать. Эпир аслă, мăнаçлă, истори енчен пуян çĕршывра пурăннине çирĕплетет. Раççей Президенчĕ Владимир Путин чĕнсе каланă пек çĕршыва инфратытăм кăна мар, пĕрлехи культурăри çĕнĕлĕхсемпе те «ĕçлемелле»,— палăртнă ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Аса илтеретпĕр, Раççейĕн тĕрленĕ карттине тума пĕтĕм çĕршыв хутшăннă. 350 ытла тĕрĕ ăсти хăйĕн тÿпине хывнă. Карттăна 2022 çулта пĕрлешнĕ çĕнĕ регионсене те кĕртнĕ. Картта Пĕтĕм тĕнчери «Раççей» выставкăна хутшăннă. Тĕрленĕ картта ытти пуçарăва та çул панă. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Республика кунĕнче «Инносоциум» фонд Шупашкарта «Раççей кунĕ. Атăлçи тăрăхĕ» фестиваль йĕркелĕ. Унта «Раççейĕн хальхи йышши музыка картти» Пĕтĕм Раççейри проектăн пĕрремĕш концерчĕсем иртĕç.

Тĕрленĕ картта музейĕ Раççейре пĕртен-пĕрре. Вăл тĕрлĕ халăхсен культурипе паллашма май парать.

Поделиться:
Распечатать