«Акконд-агро фирма» предприятире çĕр пурлăхне тĕрлĕ майпа лайăхлатаççĕ.
Хальхи вăхăтра горчица акнă уйсене сухаласа хатĕрлеççĕ. Асăннă культурăна кунта чылай лаптăкра сидератлăх е, урăхла каласан, симĕс удобренилĕх акса ÿстернĕ. Пĕтĕмпе 270 гектар акнă ăна кăçал. Халĕ сухалакан уйсене аккондçăсем каярахпа кĕрхи тĕш тырă культурисем акса хăварĕç.
Иван ИВАНОВ