1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
11 июня 2025 г. 8:57

Ветерансене те, çамрăк армеецсене те

 

«Тăвай округĕн чăн-чăн патриочĕсем»,— тесе калас килет «Пограничниксен тăванлăхĕ» общество организацийĕн Тăвайри пĕрлĕхĕ çинчен. Тĕрлĕ çулсенче служба тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланисем хальхи вăхăтра муниципалитетра йĕркелекен мероприятисене анлăн хутшăнаççĕ, çамрăк ăрăва патриотла воспитани парса ÿстерес ĕçе пысăк тÿ- пе хываççĕ.

Пĕрлĕхĕн округри ертÿçи, право хуралĕн ветеранĕ, хисеплĕ судья Геннадий Андреевич Николаев пограничниксен кунĕнчи чыслав саманчĕсемпе паллаштарчĕ. Тĕмерпе Нÿшкасси ялĕсенче пограничниксен юписем вырнаçтарнине палăртса хăварчĕ.

— Чăваш АССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ учительне, Тăвай округĕн хисеплĕ гражданинне Альфред Пимулина «За патриотическое воспитание подрастающего поколения» общество медалĕ-пе чысланă. Вăл кире пуканĕ йăтассипе Раççей Федерацийĕн чемпионĕ пулнă. Йывăр атлетикăпа темиçе хутчен палăрнă. Пултаруллă спортсменсем хатĕрлессипе ырми-канми ĕçленĕ. Альфред Александрович ертсе пынипе Тăвайсен «Орленок», «Зарница» командисем çарпа спорт вăййисенчен çĕнтерÿпе таврăннă.

«Çав вăхăтри кубоксемпе дипломсем шкулта упранаççĕ,— тенĕ наградăпа саламланă тата ырлăх-сывлăх суннă май шкул директорĕпе унăн çумĕ Евгений Моряковпа Надежда Михайлова. — Унăн вĕренекенĕ- сем çавăн пекех пăшалтан перессипе те, спортăн ытти енĕпе те çитĕнÿсем тунă. Наставникĕн ырă ĕçĕсене малалла тăсса халĕ хăйсем ăста тренер-преподавательсем, вĕрентекенсем пулса тăчĕç. Хăшĕсем хамăр тăрăхрах вăй хураççĕ».

Тăвай округĕн пуçлăхĕн çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен советникĕ Светлана Николаева ветеран-пограничниксене Çĕнтерÿ парадне активлă хутшăннăшăн администраци пуçлăхĕн Тав çырăвне панă. Çавăн пекех Нÿшкасси ялĕнче пограничник юпине уçас ĕçри пуçарушăн В.Г.Антонова, В.Н.Моисеева, Н.К.Семенова, Г.В.Гурьева Тав тунипе чысланă.

Çав кун чикĕ хуралĕн ветеранĕсем 5 ялта пулса пограничниксен юписен умĕнче митингсем йĕркеленĕ. Çамрăк армеецсен пĕр ушкăнĕ «За отличие — юный друг пограничников» общество медальне тивĕç пулнă. Çав шутра — Тăрмăшри кадет класĕсен командирĕсем Николай Петровпа Евгений Павлов. Çавăн пекех асăннă медальсемпе Виталий Ильина (Тĕмер шкулĕ), Елисей Петрова (Тăрмăш) тата Семен Сергеева (Тăвай шкулĕ) чысланă.

«Активлă вăрăм ĕмĕр» центрăн членĕсем, кĕмĕл волонтерсем, ветерансен «Надежда» ансамблĕн юрăçисем Римма Павловна Маркова, Галина Матвеевна Маковей, Полина Михайловна Иванова ветерансен юхăмĕн ĕçĕнчи пуçарулăхпа хастарлăхшăн пограничниксен пĕрлĕхĕн медальне тивĕç пулнă.

Раиса ШУМОВА хатĕрленĕ

Поделиться:
Распечатать