1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
11 июня 2025 г. 8:49

Ял çамрăкĕсен агрослетĕнче

 

 

Иртнĕ канмалли кунсенче илемлĕ те хăтлă вырăнта, Тăвай округĕнчи «Упа кĕтесĕ» кану базин никĕсĕ çинче, Раççейри чи пысăк мероприятисенчен пĕри — çамрăксен «Ялта чи лайăххисем» IV агрослечĕ иртнĕ. Вăл, «Çĕнтерĕве пĕрле кĕтсе илетпĕр» девизпа иртнĕскер, Чăваш Енри ял çамрăкĕсен 1600 представительне тата пуçласа Атăлçи федераци округĕнчи регионсенчен 70 яхăн хăна пухнă. Çавăн пекех унта ятарлă çар операцийĕн участникĕсемпе ветеранĕсем те активлă хутшăннă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев агрослета хутшăннисене саламланă май, мероприяти пĕлтерĕшĕ анлă пулнине палăртнă. «Президентăн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ Представителĕ Игорь Анатольевич Комаров енчен пулăшу пулни, агрослета Атăлçи федераци округĕнчи регионсенчен те çамрăксем тата Пĕтĕм Раççейри çамрăксен «Раççейри ял çамрăкĕсен союзĕ» обществăлла организаци ертÿлĕхĕ те хутшăнни пирĕн пуçарăва çÿлти шайра та ырланине çирĕплетсе парать. Ку вăл пирĕн, ял пурнăçĕн хăйне евĕр философине сарса тата вăйлатса пыма пулăшакан лапама лайăхпа йышăннине кăтартса парать. Проекта тата опыта аталантарсах пырăпăр»,— тенĕ регион ертÿçи.

Экспертсем, общественноçпа влаç представителĕсем хутшăннипе сÿтсе явнă темăсем агрослетăн пĕлтерĕшлĕ уйрăлми пайĕ пулса тăнă. Вĕсем ял территорийĕсене аталантарассипе, çамрăксем вырăнти хăйтытăмлăх ĕçне хутшăнассипе, çĕршыв аталанăвне, патриотла воспитани парассипе, çемьесен хаклăхĕсене упрассипе тата малалла вăйлатса пырассипе, ялти пурнăç йĕркине социаллă сетьсем урлă сарассипе çыхăннă чи актуаллă проблемăсене пырса тивеççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Çĕнтерĕве пĕрле кĕтсе илетпĕр» дискусси лапамне те хутшăннă, ку чухнехи общество пурнăçĕнче Аслă Отечествăлла вăрçăри пулăмсем тата паттăрсем çинчен калакан историллĕ астăвăма чыслăн упраса усрани мĕн тери кирлĕ пулнине аса илтернĕ «Эпир Тăван çĕршыв вăрçин историне, Аслă Çĕнтерĕве мĕнле тунине лайăх пĕлетпĕр. Пирĕн аттесемпе асаттесем хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă, çын тума пултарайманнине тунă. Пирĕн çакна асра тытнипе пĕрлех Çĕнтерÿ пĕлтерĕшне кăна мар, ăна мĕнле хакпа туптанине те ăнланса илмелле. Кăçал агрослетра кашни муниципалитет Аслă Çĕнтерĕве хăйсем мĕнле тÿпе хывнине каласа пачĕ. СВО салтакĕсемпе ветеранĕсем агрослета хутшăнни те мир, тăнăçлăх хаклăхне асра тытма хавхалантарать»,— палăртнă Олег Николаев.

«Агропродакшн: мĕнле майпа ялти паллă блогер пулмалла» дискусси лапамне нумай çамрăк хутшăннă, вăл агрослетăн чи кăмăлланă вырăнĕсенчен пĕри пулса тăнă.

Кирилл Степанов, çамрăк фермер, ял тематикипе ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри «Манăн çĕр — Раççей» информаци проекчĕсен Наци премийĕн çĕнтерÿçи Олег Николаевран республикăри ялсем тăрăх йĕркелекен турист маршручĕсен актуаллăхĕ пирки кăсăкланнă. «Эпĕ асăннă маршрутсемпе çул çÿреме кăмăллатăп. Малтан эпĕ ăна ертÿçĕ пек тест тăватăп, унтан канмалли кунсенче вăхăта интереслĕ ирттерме çемьепе пĕрле çула тухатăп»,— тенĕ вăл.

Чăваш Ен ертÿçи çамрăк специалистсене пулăшасси, ял хуçалăхне тата ял туризмне аталантарасси регион правительствин тĕп проекчĕсем пулса тăнине, çакă ял тата отрасль вăй-хăватне уçса кăтартассипе çыхăннине палăртнă.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, агрослет программипе килĕшÿллĕн унта хутшăннисен парачĕ, ял çамрăкĕсен спартакиади, квадроциклсемпе фигурăсем туса ăмăртасси тата çавăн пекех пулă шÿрпи пĕçерессипе кулинари тупăшăвĕ иртнĕ. Пулă шÿрпи пĕçерекенсен ăмăртăвĕнче Муркашсем мала тухнă.

Ял çамрăкĕсен спартакиадинче Тăвай округĕн командине çитекен пулман. Пултарулăх ăмăртăвне Аслă Çĕнтерĕ-ве халалланă. Ушкăнсем юрланă, ташланă, чуна витермелли сăвăсем вуланă. Чи маттуррисем — Çĕмĕрле командин артисчĕсем.

Тăваттăмĕш агрослета Атăлçи федераци округĕн мĕнпур регионĕ хутшăннă.

Çакна та палăртса хăвармалла: хальхи вăхăтра Чăваш Енре йĕркелесе ирттерекен «Ялта чи лайăххисем» агрослетсенче яла пулăшассипе тата туризма аталантарассипе тăратнă сĕнÿсем Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин программисенче ăнăçлă пурнăçа кĕреççĕ. Уйрăммăн илсен, 2022 çулта агрослетра «АгроАстăвăм» проекта презентациленĕ пулнă. Унта Чăваш Енри ялсенче пурăнакансен Аслă Отечествăлла вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхне кăтартса панă. Проект картинче «Ял паттăрлăхĕ: фронта, Тăван çĕршыва, Çĕнтерĕ- ве!» мобильлĕ фотокурав туса хатĕр-ленĕ. Çак пуçару паян кун та вăйра. Çавăн пекех Чăваш Ен Ял хуçалăх министерстви агротуризмпа çыхăннă проектсене те активлă пурнăçа кĕртет, регионта ял туризмне аталантарма хаклă- хĕпе 10 миллион таран грантсем парать. Иртнĕ çулта патшалăх пулăшăвĕпе 59 миллион тенкĕлĕх çичĕ проект туса ха- тĕрленĕ, кунта Чăваш Енри тĕрлĕ муниципалитет округĕсенчи туризм базисене, агротуризм комплексĕсене тата фермăсене явăçтарнă. Пилĕк проектне пурнăçа кĕртни паллă, ытти иккĕш-не кăçал пурнăçлаççĕ.

Агрослет итогĕсемпе тата вĕсемпе çыхăннă пуçарусемпе Чăваш Енре пуçару бюджечĕ активлă пурнăçа кĕрет: юлашки 5 çул хушшинче 5,8 миллиард тенкĕлĕх 5200 ытла проекта пурнăçа кĕртнĕ. Çакă вăл ялсенче пурăнакансем, вĕсен шутĕнче çамрăксем те, ялсен пурнăçне лайăхлатма хастар хутшăннине çирĕплетсе парать. 2025 çулта конкурслă майпа 3,3 миллиард тенкĕлĕх 1555 проекта пурнăçа кĕртме суйласа илнĕ, çак шутра пирĕн Тăвай округĕ-пе — 93 проекта. Асăннă проектсем инфраструктура тата инвестици енĕсене тĕпе хураççĕ, ялсен территорийĕсене комплекслă аталантарма ырă витĕм кÿ- реççĕ.

Иван ИВАНОВ

Поделиться:
Распечатать