Хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, ыран, июнĕн 12-мĕшĕнче, Тăвайра «Акатуй-2025» ĕçпе юрă тата спорт уявĕ пулать.
Вăл 11.00 сехетре савăнăçлă лару-тăрура уçăлать. Анчах уявпа çыхăннă тĕрлĕ мероприятисем ирхине 9 сехетрех пуçланаççĕ, каçчченех пыраççĕ. Вĕсем — куравсем, тĕрлĕ ăмăртусемпе вăйăсем, концертсем. Паллах, суту-илÿ те пулать. 20 сехет çурăра Шупашкарти чăваш эстрада çăлтăрĕсем концерт лартса параççĕ.
Пурне те уява йыхравлатпăр!