Сире Республика кунĕпе тата
Чăваш автономине туса хунăранпа 105 çул çитнĕ ятпа пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп!
Çак кун пирĕншĕн кашниншĕнех хăйнеевĕр çутă уяв пулса тăрать. Ку уяв тĕрлĕ ÿсĕмри тĕрлĕ наци çыннисене, хăй халăхĕн ĕлĕкрен пыракан ырă йăли-йĕр- кисене упракансене, расна тĕне ĕненекенсене, тĕрлĕ политикăллă шухăшлисене тата тăван республикăна пур енлĕ вăйлатассишĕн тăрăшакансене пĕрлештерет. Паянхи Чăваш Ен — çирĕп-пĕн аталанакан регион, пирĕн хăйнеевĕр юратнă çĕршывăмăр. Унăн ĕмĕт-тĕллевĕ, малашлăхĕ пысăк. Эпир хамăр республикăпа, унăн мухтавлă кун-çулĕпе тата паянхи çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланатпăр. Республикăн экономикăпа промышленноç вăй-хăвачĕ, ял хуçалăхĕн ÿсĕмĕ хавхалантарать. Тăван республика аталанăвне тÿпе хывакан кашни çын пысăк хисепе тивĕç. Ĕçченлĕх, хамăр вăя, малашлăха шанни пире хăват парса тăраççĕ, хăюллă ĕмĕт-тĕллевсене, пуçаруллă проектсене пурнăçа кĕртме, пурнăçа савăкрах та туллинрех тума, республика вăй-хăватне ÿстерсе пыма пулăшаççĕ.
Пурне те палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп!
Уявпа, юратнă Чăваш Ен кунĕпе сире!
Олег ЛОМОНОСОВ,
Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ