Çуракине ăнăçлă вĕçленĕ ятпа ырă йăлари Акатуя — ĕçпе юрă тата спорт уявне пухăнчĕç тăвайсем çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче. Иртнĕ çул округра Республика кунне анлăн паллă турĕç, ырă пулăмсемпе асра юлчĕ вăл кашнин чĕринче. Кăçал та кăсăкли, темĕн чухлех пулчĕ.
Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилейне, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçипе патриотизм çулталăкне, Раççей кунне халалланă май, ял территорийĕсенчи хăна çурчĕ-сенче, уяв лапамĕнчи баннерсенче паттăрлăхпа халăх пĕрлĕхĕн сĕмĕ палăрчĕ. Тăван çĕршыв пирĕншĕн кашниншĕн çуралнă килтен, тăван ялтан пуçланать. Пирĕнтен кашниех тăван ен тĕрекĕшĕн пĕр тĕллевпе тăрăшать, мĕн палăртнине пурнăçлать.
Тăвай тăрăхĕ ĕçе юратакан, пуçаруллă çынсенчен пуян. Чапаев урамĕпе «Аль» спорт шкулĕн уяв лапамне киленсе утнă май, çул хĕррипе шурă чечексен çеçкисен варрине вырнаçтарнă тăрăшуллă хĕрарăм-дояркăсен сăнĕсене пăхса киленчĕç хăнасем. Камсем-ши тата хăш хуçалăхран-ши вĕсем? Ольга Ефимова, Екатерина Георгиева, Полина Семина, Галина Петрова, Наталья Ерастова, Марина Белкова — «Акконд-агро фирма» обществăран, Наталия Барановапа Ольга Юрлова — «Дружба» ЯХПКран, Наталия Кириллова, Марина Никитина, Алина Юзукова — Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕнчен, Роза Тямакова, Лариса Иванова, Нина Михайлова — Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕнчен.
Уявăн чыслав саманчĕ пуçланиччен тĕп сцена çинче Тăвайри ача-пăча искусство шкулĕнчи пултарулăх ушкăнĕ-сем, ача сачĕсенчи, вĕренÿ учрежденийĕсенчи, ялсенчи юрăçсем хăйсен юрри-ташшисемпе, тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе кăткăс произведенисем выляса ăсталăхĕпе савăнтарчĕç.
Уяв хăнисем округри хуçалăхсенче тинтерех пуянланнă хăватлă ял хуçалăх техникипе паллашнă хыççăн уçă сцена умне пухăннă çынсене сывлăх сунса иртрĕç. Культура ĕçченĕсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ май, юрă-кĕвĕ композицийĕпе чăваш йăли-йĕр- кинче упранакан ака-суха уявĕн пĕлтерĕшне куç умне кăларчĕç.
Округри пĕр-лештернĕ хор Раççей, Чăваш Ен гимнĕсене, «Алран кайми аки-сухине» юрланă вăхăтра куракансем пĕрле хутшăннипе татах та мăнаçлăн янăраса пĕрлĕх вăйне, ырлăхпа тĕрлĕ халăхсен килĕшĕвне кăтартрĕ.
Çĕр аннемĕр — пире тăрантаракан, чыс та мухтав унăн ырлăхĕшĕн вăй хуракансене! Ака-суха ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленине палăртса ытти ĕç сферисенче тăрăшакансене те уявпа ăшшăн саламларĕ Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов.
Ака-сухана агротехника требова-нийĕсемпе килĕшÿллĕн пысăк пахалăхпа ирттернĕ тата уй-хирсенче калчасен шăтаслăхне тĕрĕсленĕ хыççăн, 2025 çулхи çуракинче «Акконд-агро фирма» общество (ертÿçи Н.В.Фомин, тĕп агрономĕ А.Н.Михайлов) çĕнтернине пĕлтерчĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Сергей Михайлов тата Андрей Моряков ХФХсем, виççĕмĕшĕнче — «Кубнинский» агрофирма тата Валентин Грачевпа Максим Охотников ХФХсем. Ял хуçалăх производство кооперативĕ-семпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче 11422 гектар çинче акса хăварнă, çав шутран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ 8684 гектар йышăнать.
«2025 çулхи ака паттăрĕ» ята Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕн механизаторĕ Николай Кириллов тивĕç пулчĕ. Чемпион лентине çыхса янă май Николай Владимирович 711 гектар çинче тĕш тырă акнине асăнчĕ. Ăна çавăн пекех агропромышленноç аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн ЧР ял хуçалăх министрĕн Тав хутне парса чысларĕç.
Олег Анатольевич выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе 5 уйăхри кăтартусене пĕтĕмлетсе, малта пыракансем хушшинче Грачев, Козлов, Илларионов, Муханов, «Дружба», «Чутеевский» хуçалăхсене палăртрĕ.
Акатуя хутшăнса хамăр ентеш, Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин начальникĕ Александр Шакин Тăвайри çĕр ĕçченĕсене çуракире уй-хир ĕçĕсен планне чыслăн пурнăçланăшăн тав турĕ. «Кĕр мăнтăрĕпе лайăх тухăçпа савăнтартăр çĕр-аннемĕр! Умри тĕллевсене пурнăçлама вăй-хал, сывлăх пултăр»,— терĕ Александр Валерьевич, ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн салам сăмахĕсене округра пурăнакансем патне çитерчĕ. Вăл тăвайсем çирĕп малашлăха курса, çĕнĕ ÿсĕмсем тума хавхаланса ĕçленине палăртнă. «Ĕç çыннин пĕрлĕх уявĕ пире Тăван çĕршывăмăра çирĕп- рех тума пĕтĕçтертĕр»,— тенĕ Олег Алексеевич.
А.В.Шакин «Акконд-агро фирма» обществăн ветврачне Ирина Матвеевана Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин Тав хучĕпе наградăларĕ. Шупашкар хăнин аллинчен çак ĕç хастарĕсем тĕрлĕ чыслава тивĕçрĕç:
Виталий Алексеев («Акконд агро-фирма») трактористпа Наталия Баранова машинăпа ĕне сăвакан («Дружба») Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав çырăвне;
Денис Волков («Чутеевский» ЯХПК), Олег Лукин трактористсем, Надежда Емельяновапа Николай Ерастов машинăпа ĕне сăвакан операторсем (виççĕшĕ те «Акконд агро-фирма»), ХФХ ертÿçи Андрей Моряков ЧР ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине;
Владимир Захаров тренер-преподаватель («Аль» спорт шкулĕ) ЧР физкультурăпа спорт министерствин Хисеп грамотине;
Енĕш Нăрвашри халăх театрĕн режиссерĕ Зоя Васильева, Чутейри вулавăш библиотекарĕ Надежда Матвеева, Çĕнĕ Пуянкассинчи культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи Лариса Соловьева ЧР культура министерствин Хисеп грамотине;
министерствăн Тав çырăвне — ача-пăча искусство шкулĕн педагогĕ Надежда Петрова, пĕрлештернĕ библиотека системин пайсен заведую- щийĕсем Светлана Зверевапа Татьяна Манишева, пĕрлештернĕ клуб системин халăх хорĕн концертмейстерĕ Владислав Степанов, пĕрлештернĕ клуб системин сасă режиссерĕ Федор Трифонов.
Чыслав саманчĕ малалла тăсăлчĕ. Тĕрлĕ ĕç сферинче малта пыракансен пысăк ушкăнĕ Тăвай муниципалитет округĕн администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçлĕ пулчĕ. Вĕсен йышĕнче — «АККОНДМОЛОКО» ОООри Светлана Алексеева лаборант, Ирина Алексеева çу тăвакан, Эльза Егорова лини операторĕ, Викентий Волков котельнăй операторĕ, Алина Захарова савăт çăвакан, Татьяна Николаева кладовщик.
ьев наладчик, Александр Мижеев скотник, Родин Петров слесарь, «Дружба» ЯХПК водителĕ Сергей Лукоянов, Грачев ХФХ тракторисчĕ Валерий Чумышев, ача-пăча аталану центрĕн педагогĕ Людмила Сичуркина, Тăвай больницинчи Ольга Димитриева врач-акушер-гинеколог, Чÿк-çырминчи ФАП заведующийĕ Ираида Шустимова, «Тăвай çăкăрĕ» обществăри Светлана Ильина çăкăр пĕçерекен, «Тăвай общепичĕ» обществăри Андрей Ларионов водитель, «Тăвайри кооператив» обществăри Екатерина Салмина сутуçă.
Акатуйра Тăвай енри ĕçчен те маттур ентешĕ-сене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Семенов ырми-канми ĕçĕшĕн тав туса хăй ятĕнчен, РФ Патшалăх Думин депутачĕн Анатолий Аксаков ятĕнчен саламларĕ, Чутейри территори уйрăмĕн тĕп специалистне Валентина Куприянована Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ.
Округри депутатсен Пухăвĕн Председателĕ Алексей Степанов общество пурнăçĕнчи активлăхшăн «Единая Россия» политика партийĕн Тав çырăвĕ-пе Елена Ганинана (Улянкăри пуçламăш организаци секретарьне), Светлана Михайлована (округ администрацийĕн сектор заведующине), Оксана Храмована (Сăхăтпуçĕнчи клуб заведующине) чысларĕ.
Сцена çинче Шупашкарти Тăвай ентешлĕхĕн представителĕ Николай Никитин. Кулленхи ĕçпе общество пурнăçĕн маттурĕсене — округри пĕрлештернĕ клуб системин директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Марина Иванована, Михайлов ХФХри Николай Лаптин механизатора, Тăрмăшри вăтам шкул директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Людмила Матросована, Тăвайри тĕп больницăри Маргарита Никитина врач-фтизиатра, Тушкилти вăтам шкулти ИЗО тата ĕç учительне Валерий Петрова, Тăвайри халăх краеведени музейĕн заведующине Владимир Федорова Тав çырăвĕсем пачĕ. Сăмах майăн, иртнĕ çул ентешлĕх 30 çулхи юбилейне паллă тунă. Николай Васильевич хăй те чылай хушă хастаррăн ертсе пынă ăна.
Чăвашпотребсоюз представителĕ, кадрсен тата организаципе кооператив ĕçĕсен управленийĕн начальникĕ Юлия Иванова хăйĕн сăмахĕнче «Тăвайри кооператив» ĕçченĕсен ÿсĕм çулне, округ аталанăвне пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ. Потребобщество 2024 çулхи ăмăрту итогĕсем тăрăх, пĕрлехи ĕç-хĕлтен тупăш 650 млн тенкĕрен сахалрах тăвакан потребительсен обществисем хушшинче 2-мĕш вырăна тухнă. Вăл коллектив ертÿçине Роза Николаевана свидетельство парса чысларĕ, Людмила Васильева сутуçăна Чăвашпотребсоюзĕн Хисеп грамотине, Татьяна Краснова сутуçăна «ЧР потребкооперацин ветеранĕ» ята тивĕçнĕ май саламларĕ.
Савăнăçлă лару-тăру хыççăн сцена çине тĕп хулари «Çеçпĕл» ансамблĕн пултаруллă артисчĕ-сем тухрĕç. Çепĕç те илемлĕ юрă-кĕвĕ шăранса уяв лапамĕ çийĕн юхрĕ.
Юрăпа спорт юнашар пулнăран, тĕрлĕ площадкăра спорт ăмăртăвĕсемпе киленчĕç акатуя килнисем. Спартакиадăра Тăвай территори уйрăмне çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — енĕшнăрвашсемпе тушкилсем. Спартакиадăра шашкăлла выляссипе тăвайсем çĕнтерчĕç. Çавăн пекех волейбол турнирĕнчи командăсен вăййисене, армрестлинг, самбо, кире пуканĕ йăтакансен, кĕрешÿçĕсен тупăшăвĕсене курса хавхаланчĕç.
Ача-пăча батут çинче кăмăл туличчен сикрĕ. «Тăвайри кооператив» потребобщество, уйрăм предпринимательсем тĕрлĕ тавар кăларнă суту-илĕве. Ураскассинчи Эльвира Александрова сыр ăстин темиçе тĕрлĕ çимĕçне астивсе пăхса туянма пултарчĕç. «АККОНДМОЛОКО» общество хĕрĕсем тĕрлĕ продукципе паллаштараççĕ. Николай Фомин ертÿçĕ те вĕсемпе пĕрле сăн ÿкерĕнме кăмăл турĕ. Чутейри Татьяна Юркина сыр ăсти те хăйĕн продукцине суту-илĕве кăларнă. Тăрмăшри Александр Кузнецовпа Улянкăри Владислав Кузьмин çырла ăстисем пиçсе çитнĕ пылак çимĕçĕсемпе иртен-çÿрене илĕртеççĕ. Кăçалхи çуракинче çырла ÿстерекенсен йышĕ хушăнчĕ, тепĕр 2 гектар вырăн панă çак культурăна округра.
Ачасемпе çамрăксен Пĕрремĕшсен юхăмĕпе «Навигатор детства», ытти пĕрлĕхсем çыхăнса тĕрлĕ ĕç-хĕл пуçарнă пултарулăх лапамĕнче. Лидия Мосина врач-волонтер маскировка тетелĕ çыхма хăй тавра яш-кĕрĕме пухнă. Надежда Камасева карçынкка çыхассипе ăсталăх занятине йыхăрать. Волонтерсем умĕнчен те халăх татăлмасть. «Паян «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕн шайĕнче хăтлăх кĕртмелли объектшăн сасăласси вĕçленет»,— тет Тăвай шкулĕнчи 9 «а» класра вĕренекен Ксения Матвеева. 54 çынна сасăлаттарма ĕлкĕрнĕ вăл. Çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе Акатуй вăхă- тĕнче те тăсрĕç волонтерсем. Пĕтĕмпе 2 пин ытла сасă пухнă округра. «Альфа Тирта» тĕл персе ăсталăха тĕрĕслеме май пулчĕ. Ал ĕçĕсен çĕнĕрен çĕнĕ маçтăрĕ- сем ăсталăха вырăнтах вĕрентсе алла илме пултарулăх занятийĕсем йĕркелерĕç.
Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕ пынă майăн кашни территори уйрăмĕ хăна çурчĕсене тематикăпа килĕшÿллĕн хатĕр-ленĕ. Тĕмерсем иртнĕ çулта та маскировка тетелĕпе ытти хÿтĕлев хатĕрĕсем тăвассипе ăсталăх сехечĕ кăтартнăччĕ. Кăçал «Салтаксем патне — виç кĕтеслĕ çырусем» акци йĕркелерĕç уяв пынă вăхăтра. «Акă, вĕсем хамăр ентеш хÿтĕлевçисем патне çырнă çырусем, çирĕмрен те иртрĕ. Часах СВОри салтаксем патне çитĕç»,— пĕлтерчĕ Аня Зайцева культура ĕçченĕ, ялти волонтерсен ыр кăмăллăх ĕçне хастар хутшăнни çинчен каласа панă вăхăтра.
Йăнтăрчă территори уйрăмĕн ертÿçи Александр Карсаков Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тата тĕрлĕ хирĕçтăру паттăрĕсене халалласа сăн ÿкер- чĕксенчен стенд, ачасен ÿкерчĕкĕсенчен курав йĕркеленине каларĕ.
Тăвайсем, элпуçсемпе çĕнĕ пуянкассисем (конкурсра 1-мĕшпе 3-мĕш вырăн йышăннă), тăрмăшсемпе енĕшнăрвашсем, чутейсемпе тушкилсем те патриотизм темипе пĕрлех наци хăйнеевĕрлĕхне сăнарланă, халăхăн ырă йăли-йĕркисемпе çыхăнтарнă пĕчĕк çуртсене. Мучарти (вĕсен хăна çурчĕ конкурсра 2-мĕш пулнă) Любовь Кириллова староста ятарлă çар операцинчи салтаксене пулăшу кÿнĕ ĕçсемпе паллаштарать, Совет Союзĕн Геройĕ Петр Бухтулов паттăрлăхĕпе интересленекенсен ыйтăвĕсене хуравлать.
Акатуй округ çыннисемшĕн чăннипех пысăк уяв пулчĕ. Каçхине вĕсем культура çурчĕ умĕнчи кану паркĕнче эстрада çăлтăрĕсен концертĕнче пĕрле юрласа-ташласа уява малалла тăсрĕç.
Раиса ШУМОВА