Иртнĕ эрне варринче Патăрьел округĕнче ĕнене машинăпа сăвакан чи лайăх оператор ята çĕнсе илессишĕн республикăри XXXI конкурс тата çавăн пекех «Зоотехник» номинаципе «Професси енĕпе чи лайăххи» професси ăсталăхĕн Пĕтĕм Раççейри регион тапхăрĕнчи конкурсĕ иртрĕ. Республикăри ял хуçалăх отраслĕн чи лайăх специалисчĕсем хăйсен професси пĕлĕвĕпе ăсталăхне кăтартрĕç. Конкурса харпăр хăй муниципалитечĕсенчи суйлав тапхăрĕнче çĕнтернĕ машинăпа ĕне сăвакан 22 оператор тата 9 зоотехник хутшăнчĕ. Пирĕн Тăвай округĕнчен те унта чи лайăх специалистсем тупăшрĕç.
ут çанталăк пуянлăхĕсемпе усă курас тата экологи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Комитечĕн председателĕ Алексей Шурчанов, конкурссен участникĕ- сене саламланă май аграрисем агропромышленноç комплексне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ. «Шăпах сирĕн ырми-канми ĕçĕрпе Чăваш Ен агропромышленноç комплексĕ шанчăклăн ÿсĕнсе пырать тата регионăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерет. АПКна пулăшасси республика ертÿлĕхĕн малти приоритечĕ те пулса тăрать, çакă вара малашлăха çирĕппĕн утма май парать»,— терĕ Алексей Валентинович.
Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси тата сĕт туса илессине ÿстерсе пырасси республикăшăн чи пĕлтерĕш- лĕ задачăсенчен пĕри пулни, вăл ялта пурăнакансене çулталăк тăршшĕпех ĕçпе тивĕçтерме май пани, хальхи конкурссем ăсталăх, профессионаллăхпа ĕçе парăннин уявĕ пулса тăнине палăртрĕ Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Ленар Балтаев та.
«Зоотехник» номинаципе «Професси енĕпе чи лайăххи» професси ăсталăхĕн Пĕтĕм Раççейри регион тапхăрĕн конкурсĕ пуçласа «АПК кадрĕсем» наци проекчĕн задачисене пурнăçа кĕртекен «Ĕçпе тивĕçтерни» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн иртрĕ.
Участниксен пĕлĕвĕпе ăсталăхне темиçе критерипе хакларĕç. Машинăпа сăвакан операторсем ĕне сăвассипе, сăвакан аппарата сÿтсе пухассипе тата теорие епле пĕлнипе ăмăртрĕç. Зоотехниксем мăйракаллă шултра выльăха бонитировка тăвассипе, выльăх-чĕрлĕх витинчи микроклимат параметрĕсене хаклассипе тата сĕт чĕртаварĕн пахалăхне палăртассипе тупăшрĕç. Зоотехниксем хăйсен пĕлĕвне 5 модульте кăтартрĕç, çав шутра выльăх апатне анализ илсе пахалассипе сĕт производствине механизацилесси те пулнă.
Конкурссен тĕп тĕллевĕ — малта пыракан ĕç меслечĕсене палăртасси, сарасси тата ĕçе кĕртесси, сĕт производствин эффективлăхне ÿстересси тата ĕç пахалăхне лайăхлатасси.
Ĕнене машинăпа сăвакан чи лайăх оператор ята çĕнсе илессишĕн пынă республикăри конкурсра пирĕн Тăвай округĕнчи «Акконд-агро фирма» АО операторĕ Екатерина Геннадьевна Георгиева çĕнтерчĕ, ăна абсолютлă чемпион хăйăвĕ çакса ячĕç, диплом тата телевизор парса чысларĕç. Халĕ Екатерина Георгиева Чăваш Еншĕн Пĕтĕм Раççейри конкурс шайĕнче кĕрешĕ.
«Конкурса хутшăнакансем нумайăн пулчĕç, пурте çĕнтерес ĕмĕтпе тупăшрĕç, маттур кĕрешрĕç. Çакăн пек мероприятисем пурне те хавхалантараççĕ, çирĕплетеççĕ тата хамăрăн профессие тарăнрах пĕлме пулăшаççĕ»,— тет Екатерина Геннадьевна.
Асăннă предприятири Наталия Григорьева зоотехник-селекционер та «Зоотехник» номинацире хăйне тивĕçлĕ кăтартма пултарчĕ. Ăна ЧР Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне тата парне панă.
Конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕ-сене пурне те хаклă парнесемпе чысларĕç.
Надежда НИКИФОРОВА,
округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн
тĕп эксперт-специалисчĕ