Пĕртăван Эдуард, Александр, Сергей Буинцевсем пирки Тăвай округĕн хастарĕсем тесе калас килет. Нумайăшĕ паллать, лайăх пĕлет вĕсене. Паянхи сăмахăм Украинăри çар операцийĕнче Тăван çĕршыва хÿтĕлекен кĕçĕнни — Сергей Юрьевич çинчен пулĕ.
Тăван яла отпуска килнĕ салтакăн каялла кайма та вăхăт çитет. Унпа Раççей кунĕнче Акатуйра тĕл пултăмăр. Ăна Тăвай округĕн 90 çулхи юбилейĕ- пе кăларнă медальпе чысларĕç. Çапла унăн кăкăрĕ çинче «Паттăрлăхшăн» тата ытти медаль çумне тепĕр награда хушăнчĕ. «Патшалăха хÿтĕлесси пирĕн тивĕç. Çĕнтерÿ пирĕн енче пулĕ!»— терĕ сцена çинчен çĕршыв патриочĕ Сергей Буинцев.
Çав кунах вăл кире пуканĕ çĕклекенсен ăмăртăвĕнче абсолютлă чемпион пулса тăчĕ, ылтăн медале тивĕçрĕ. Сăмах майăн, унăн пиччĕшĕ Эдуард спортăн çак енĕпе мастер кандидачĕ. Мĕн ачаран ашшĕн, пиччĕшĕсен тĕслĕхĕсене ăша хывса ÿснĕскер, Сергей Тăвай шкулĕнчен вĕренсе тухсан Совет Союзĕн Геройĕ В.Ф.Маркелов генерал ячĕллĕ Рязаньти Сывлăш-десант командин аслă шкулне çул тытнă. 2003—2008 çулсенче, вĕреннĕ вăхăтра, пур енĕпе те юлташĕ-семшĕн службăра та, спорт енĕпе те тĕслĕхлĕ пулма тăрăшнă.
Халĕ вара иккĕмĕш çул çар тивĕçне Херсон облаçĕн-чи ушкăнра пурнăçлать. Десантпа штурм ротин командирĕ вăл. Иртнĕ çул пĕр хĕрÿ çапăçура гварди капитан задание пурнăçланă чухне йывăр аманнă. Сипленнĕ хыççăн каллех çар ретне тăнă. «Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тупа тунă. Ку вара таса тивĕç тата пысăк яваплăх»,— тет вăл. Йывăрлăхсем çинчен каласа кăтартмасть. Хăйĕн тата çывăх тăванĕ- сен ывăлĕсем унран хăпма пĕлмеççĕ. Вĕçĕмех çар пурнăçĕ, медале мĕншĕн тивĕçни çинчен ыйтса пĕлеççĕ. Акатуй вăхăтĕнче унпа пĕрле сăн ÿкерт- терчĕç. Тетĕшĕн тĕслĕхĕпе пуласлăхне палăртрĕ Александрăн ывăлĕ Семен та, Шупашкарти кадетсен корпусне вĕренме кĕме тĕллев лартрĕ, халĕ экзаменсем тытать.
Отпускра СВОна хутшăнакансене пулăшакансемпе, СХТри футбол вăййине юратакан çамрăксемпе тĕл пулчĕ Сергей Буинцев. Çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парассипе ĕçлеме те вăхăт тупать, ав.
Кĕçех çула тухмалла. «Пурте йĕркеллех пулĕ, ан пăшăрхан»,— канăçне çухатнă амăшне Клавдия Ефимовнана лăплантарчĕ ывăлĕ.
Эпир вара хÿтĕлевçĕ салтака хăвăртрах çĕнтерÿпе, тĕрĕс-тĕ-кел таврăнма сунатпăр.
Раиса ШУМОВА