1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 27 Июнь 2025 г.
23 июня 2025 г. 9:57

Кам пулнине пĕлесчĕ

 

«Кам пулчĕ-ши мана пулăшакан ырă çын»— тесе шухăшласа çÿретĕп.

Куç тĕттĕмленсе кайнипе «Аптека плюсран» тухнă чухне чикĕленсе кайса пуç енне ÿкрĕм. Манпа такам лăпкăн та çепĕççĕн калаçни хăлхана кĕрет. Мĕнле туйнине ыйтать. Куçа уçса хам умра икĕ тулли сумкăпа арçын тăнине асăрхатăп. Сумкисене хăварса хуллен тăратрĕ. Больница еннелле утнă май лăплантарса пычĕ, юлашкинчен çирĕп сывлăх сунса уйрăлчĕ. Çав хушăра пулăшу аллине тăснă çыннăн ятне, ăçтан пулнине ыйтма та, тав тума та ĕлкĕреймен эпĕ.

Халĕ тăтăшах çамрăксем тÿрк-кесленсе, хытă чунланса пыраççĕ тенине илтме пулать. Пур вĕт-ха пирĕн хушăра çын хуйхине çывăха илекенсем, сăмахпа сиплекенсем, пулăшакансем. Ăшă чунлă çынна ырлăх-сывлăх сунас килет. Тен, район хаçатне çырăнса илет, вулать вăл? Пĕлесчĕ кам пулнине.

Зоя ЯЦЫКОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Тĕмер ялĕ

Поделиться:
Распечатать