1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 27 Июнь 2025 г.
23 июня 2025 г. 9:56

Мария асанне — çемье вучахĕн управçи

 

Ешĕл хирсемпе вăрмансем ăшне путнă пысăках мар Çĕнĕ Ишпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ вăл. Сакăр теçетке урлă каçнă ĕнтĕ Мария Алексеевна Сорокина. Маншăн вăл Мария асанне, çемье вучахĕн управçи. Унăн куçĕсенче ăслăлăхпа чун ăшши палăрать. Икĕ тĕпсĕр кÿлĕ евĕр, вĕсен тарăнăшĕнче иртнĕ çулсен асаилĕвĕ, хуйхă-суйхăпа савăнăçĕ... Пĕркеленчĕксенче вара — пĕтĕм ăру летопиçĕ, ĕç историйĕ, малашлăх хавхаланăвĕ. Унăн пÿрчĕ ăшăпа, канлĕхпе тулли. Кунтах асаттен тăрăшуллă аллисем купаланă кăмака упранса юлнă, тин пиçсе тухнă кукăль шăрши сăмсана кăтăкланăн туйăнать.

Мария асанне — алă ĕçĕн ăсти. Тĕрленĕ алшăллисемпе тĕртнĕ кавирĕсем унăн аллисен ăшшине упраççĕ. Юлашки çулсенче тĕрлесе нускисем çыхма юрататчĕ. Пÿлĕмри чечекĕ- сем çулталăкĕпе илемĕпе савăнтараççĕ. Сад пахчинче яланах йĕркелĕх хуçаланать. Çĕре юратса пăхнăран, пахча-çимĕçĕ, улми-çырли лайăх тухăç парнелет, çывăх çыннисемсĕр пуçне кÿршисене тараватлăн хăналама та çитет. Кучченеç парса ямалăх та юлать.

Унăн килĕнче час-часах ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем пуçтарăнаççĕ. Пĕтĕм çемье пухăнсан Мария Алексеевнан асаилĕвĕнчен ачалăхĕ куç умне тухса тăрать: тантăшĕсемпе хур кĕтĕвне кĕтни, вăрман урлă тутар шкулне çуран çÿрени, пиччĕшĕ Анатолий аслă пĕлÿ илнĕ вăхăт- ра кану кунĕсенче хуларан тăван киле кучченеçсемпе тата тутлă çимĕçсемпе килессе чăтăмсăррăн кĕтсе тăни...

Хăйĕн кун-çулне çынсене сиплес ĕçпе çыхăнтарнă вăл. Малтанах Амалăх ялĕнче фельдшер пунктĕнче тăрăшнă. Çулласенче ĕçе велосипедпа çитнĕ, япăх çанталăкра вара çула май пулакан трактор-машинăпа, лашапа ларса кайнă. Чылай чухне çуран утнă ĕнтĕ. Пенсие тухас умĕн тăван яла таврăннă. Тăтăшах чирлисем чĕнсе илнипе çула тухни манăçмасть, паллах. Тепĕр чухне татăклă йышăну тума та тивнĕ. Вилĕмрен çăлăннă çынсемшĕн вăл ахаль медик кăна мар, чăн-чăн управçă-пирĕшти пулнă.

Мария Алексеевна — виçĕ ачишĕн юратнă амăшĕ. Вĕсем пурте кăмăлланă професси суйласа илнĕ, çирĕп çемье çавăрнă. Асли, Вадим, Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Ашшĕн тĕслĕхĕпе ачаранах техникăна юратса ÿснĕ. Алена амăшĕн çулĕпе кайнă. Тĕмер ялĕнче тĕпленнĕ, врач амбулаторийĕнче медсестрара вăй хурать. Альбина хĕрĕ Шупашкар хулинчи пĕр шкулта пуçламăш класс ачисене вĕрентет. Асанне-кукамайăн савăнăçĕ — 4 мăнукĕпе 2 кĕçĕн мăнукĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕсемпе хăпартланать, вĕсемшĕн пурăнать, йывăр самантсенче пурне те пулăшу аллине тăсать. Асатте, Владимир Захарович Сорокин, вăрах хушă чирленĕ хыççăн, 4 çул каялла çак тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. Вĕсем асаннепе 55 çул ытла юратса та ăнланса, пĕр-пĕриншĕн юлташ пулса пурăннă. Йывăр хуйха парăнтарса, ачисемпе мăнукĕсен хÿтлĕхĕнче ырă та çепĕç туйăмсемпе малалла пурăнма вăй-хал тупрĕ вăл.

Манăн асанне чунĕпе, ĕçĕпе, ăсĕпе, кăмăлĕпе, пур енĕпе те пуян çын. Çавăнпах пулĕ ун тавра çыпăçуллă та килĕшÿллĕ пĕрлĕх хуçаланать, кашниех çак пысăк та туслă çемьен пĕр пайĕ, пурнăç илемне туйса тăрать. Кил ăшшинчен ырри, лайăххи тата мĕн пултăр! Асаннен пурнăç тĕслĕхне ăша хывса ÿсетпĕр эпир те.

Иртнĕ канмаллире сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен кунĕ пулчĕ. Эпир хамăрăн хаклă çыннăмăра сыватнă мĕнпур çын ячĕпе тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, телейлĕ те вăрăм кун-çул сунатпăр.

Юратакан мăнукĕ

Захар СОРОКИН

Поделиться:
Распечатать