1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
23 июня 2025 г. 9:55

Наставникне асра тытса

 

«Аль» физкультурăпа спорт шкулĕнче çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче спорт мастерĕн кандидачĕ Алексей Петрович Шишов çуралнăранпа 90 çул çитнине асăнса турнир иртнĕ. Вăл кун-çулне вĕрентÿ ĕçĕпе çыхăнтарнă, çав вăхăтрах нумай çамрăка шашка-шахмат спорчĕпе çывăхлатнă. Манмаççĕ вĕсем вĕрентекенне, тăтăшах ун ячĕпе ăмăртусем йĕркелеççĕ.

Турнир республикăри тĕрлĕ хуласемпе округсенчен,Тутарстанпа Мускав таранах паллă спортсменсене пухнă. 21 шашист хушшинче 6 спорт мастерĕ — Вăрмартан Николай Дмитриев, Шупашкар окру- гĕнчен Михаил Ефимов, Вăрнар поселокĕнчен Валерий Наумов, Шупашкар хулинчен Юрий Владимиров, Тăвай округĕнчен Алексей Косарев тата Мускав хулинчен Василий Семенов. Спорт мастерĕн 9 кандидачĕ — Шупашкар хулинчен Владислав Григорьев тата Николай Ларионов, Вăрмар поселокĕнчен Владимир Евгеньев, Патăрьел ялĕнчен Николай Федоров, Канаш хулинчен Владимир Воронцов тата Тутарстан Республикинчен Павел Иванов, Ленар Минзянов, Павел Девин тата Гузель Гатауллина. Пĕрремĕш разрядлă 6 шашист пулнă: Тăвай ялĕнчи Владислав Пастухов, Вăрнар поселокĕнчи Владимир Нарышкин, Канаш хулинчи Игорь Васильев, Патăрьел ялĕнчи Анатолий Тинюков, Шăмăршăри Николай Поликарпов тата Валерий Кондратьев.

Вăйăсем швейцари системипе иртнĕ. Алексей Петрович Шишовăн воспитанникĕ, Василий Семенов спорт мастерĕ 7 очко пухма май пур çĕртен 6,5 очко пухса çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăна 5,5 очкопа Юрий Владимиров йышăннă. Сăмах майăн, Василий Семеновпа Юрий Владимиров иккĕшĕ те Тăрмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ, шкул çулĕ-сенченех вăйлă шашистсем пулнă. Виççĕмĕш вырăнта — Тутарстан хăни, спорт мастерĕн кандидачĕ Ленар Минзянов, унăн — 5 очко.

Турнирта Патăрьелĕнчи спорт мастерĕн кандидачĕн Николай Федоровăн судья ăсталăхне палăртса хăвармалла. Çав вăхăтрах Николай Михайлович начар мар та вылянă. Темиçе спортсменпа 4—7-мĕш вырăнсене пайланă, виçĕ призерпа тупăшса вăйăсене никама çĕнтерейменнипе вĕçленĕ.

Николай Федоровпа пĕрле 4—7-мĕш вырăнсенчи (4,5 очкопа) Алексей Косарев, Николай Ларионов тата Гузель Гатауллина та призлă вырăнсемшĕн кĕрешнĕ. Жюри Гузель Гатауллинан вăййине ятарлă призпа палăртнă.

Тăвай округ администрацийĕ пулăшнипе турнир çÿл-лĕ шайра иртнĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене Алексей Шишовăн Хусанта пурăнакан хĕрĕ Елена Алексеева саламланă, тав тунă.

 

Светлана НИКОЛАЕВА, округ пуçлăхĕн çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен

советникĕ

Поделиться:
Распечатать