1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
23 июня 2025 г. 9:50

Олег ЛОМОНОСОВ: «Республикăн 105-мĕш çуралнă кунне Тăвай ен лайăх кăтартусемпе кĕтсе илет»

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче эпир Чăваш Республикин 105-мĕш çуралнă кунне паллă тăватпăр. Ку сумлă юбилей умĕн эпир Тёвай округ администрацийĕн пуçлăхĕпе Олег Анатольевич Ломоносовпа тĕл пулса калаçрăмăр.
— Олег Анатольевич,  2020-2025 çулсене çăмăл тапхăр теме çук. Ку вăхăтра пирĕн çĕршыв та, республика та, Тăвай тăрăхĕ те пысăк йывăрлăхсемпе тĕл пулчĕ. Анчах та çак тапхăрта Тăвай тăрăхĕнче мĕнле улшăнусем пулса иртрĕç-ши?
— Чăнах та, Республикăмăр 105 çул тултарни питĕ курăмлă пулăм. Чăваш Республики йĕркеленни чăваш халăхне хăйне упраса малашлăха çирĕппĕн утма майсем туса панă. Пысăк истори яланах пĕчĕк пулăмсенчен йĕркеленет. Çĕршыв историйĕ те кашни уйрăм регион, округ тата ял кун-çулĕ çинче никĕсленет. Тăвай тăрăхĕ çак 105 çултан 90-шне уйрăм муниципалитет пек пурăнать.
Иртнĕ пилĕк çулта пирĕн округа нумай çĕнĕлĕх çитрĕ, нумай енлĕн пурнăç ылмашрĕ. Эпир пĕрле тунă кашни ĕç - çитĕнӳ. Чи пысăк çитĕнӳ вара халăх пурнăçĕн пахалăхĕ ӳсни. Пилĕк çул каяллахипе танлаштарас пулсан, тĕслĕхрен, округри ĕç укçи 1,7 хут ӳснĕ. 
Тăвай ен хăйĕн тупăшне сисĕнмелле пысăклатрĕ. Хамăр округ туса илекен тупăш калăпăшĕ кăна 2 хут ытла ӳсрĕ.
Инвестици явăçтарасси те аван кăтартусемпе савăнтарать пире. Иртнĕ пилĕк çулта 1,3 млрд. тенке çитрĕ. Инвестици проекчĕсем те хăй йĕркипе пурнăçланаççĕ. 36 пысăк калăпăшлă ĕç пурнăçа кĕртрĕмĕр.
Ял тăрăхĕн аталанăвĕ ял хуçалăх тытăмĕнчен нумай килет. Пирĕн хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе, тĕслĕхрен, Чăваш Республикипе те малта пыраканнисем шутланаççĕ. «Акконд-агро фирма» чи лайăх ĕçлекен вунă предприяти йышĕнче, Грачев тата Илларионов хуçалăхĕсем вара фермерсен рейтингĕнче 4-мĕш тата 5-мĕш вырăнсенче тăраççĕ.
Пурнăç никĕсĕ - шыв. Пилĕк çулта эпир 32 шыв башнине тĕпрен юсаса çĕнетрĕмĕр. Тăвай ялĕнче каяш шывсене юхтарса кăлармалли тата вĕсене тасатмалли ятарлă станци хута ятăмăр, унăн тухăçлăхĕ талăкра 500 кубла метр!
Пурнăç пахалăхĕн маркерĕ - çӳллĕ шайри пĕлӳ. Пилĕк çулта эпир хамăр шкулсене çĕнĕ хатĕр-хĕтĕрпе (вăл шутра физика класĕпе, компьютерсемпе) тивĕçтертĕмĕр, ултă шкулта «Ӳсĕм вырăнĕсем» уçрăмăр. Пирĕн вĕрентекенсен ячĕ-сумĕ çулран çул хутшăнса пырать. Вĕсен ăсталăхне Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен тата Раççей шайĕнчи олимпиадăсен кăтартăвĕсем çирĕплетсех пыраççĕ. Тăвай шкулĕнче пĕлӳ илекен Виктория Автономова Раççей шайĕнчи олимпиадăра пĕр çулта харăсах икĕ предметпа мала тухрĕ!
Бухтулов Паттăр ячĕллĕ Тăвайри вăтам шкулта çак самантра та ĕçсем пыраççĕ-ха. Кăçал унта çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче тĕплĕ юсав пуçланчĕ. Тĕп тĕллев - шкул тăррине улăштарасси. 14 специалист ырми-канми ĕçлет. Çавăн пекех шкулти чӳречесене те улăштара==.. Авăн уйăхĕччен пĕтĕм ĕçе вĕçлĕпĕр
 Округри культура тытăмĕнче улшăнусем уйрăмах курăмлă пулчĕç. Пилĕк çулта пилĕк культура çуртне, икĕ музея, тĕп вулавăша, ача-пăча ӳнер шкулне, район архивне тĕпрен юсаса çĕнетрĕмĕр. Библиотека çинчен уйрăмах чарăнса тăрас килет. Вăл кĕнеке упранакан вырăнта халăха пухакан чаплă лапам пулса тăчĕ: кунта халь укçа-тенкĕ тытма та вĕрентетпĕр, тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр тата ытти те.   
Тăвай çĕрĕ хастар халăхпа палăрса тăрать. Пуçару бюджечĕпе усă курса пилĕк çулта округра 378 проект пурнăçа кĕчĕ! Пĕр ял пуçне тăватă проект пулать çакă. Ку енĕпе эпир Республика шайĕнче те малтисен ретĕнче. Ялсенче пурăнакан ентешĕмĕрсемпе эпир 313 миллион ытла тенкĕ явăçтарса мĕн тери пысăк ĕç тума пултартăмăр.
Самантпа усă курса, Тăвай ен халăхне хастар пулнăшăн, Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева тата Республикăри Министрсен Кабинетне çак программăна пурнăçа кĕртнĕшĕн чĕререн тав тăватăп.
— Çак çулсенче мĕнле объектсене хута ярса юсаса çĕнетме май килчĕ-ши? 
— Хăшне-пĕрне асăнса та ĕлкĕртĕмĕр ĕнтĕ. Çав-çавах хушса каламалли те пур. Тĕслĕхрен, Республикăри Министрсен Кабинечĕ пулăшнипе эпир Тăм юханшывĕ çинче гидротехника хатĕрне тĕпрен юсаса çĕнетрĕмĕр. Ку питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм. Халĕ çырансем çирĕп, шыв халăха шар кăтартмасть.
Пилĕк çулта эпир фельдшерпа акушер пункчĕсем те самаях уçрăмăр. Чӳкçырминче, Çĕнçырмара, Улянкăра, Сăхăтпуçĕнче тата Кармалта халăх тинех медицина пулăшăвне ялтан тухмасăрах илме пултарать. Тушкилте тата Тăрмăшра тухтăр амбулаторийĕсем тума пултартăмăр. Медицина пулăшăвĕ пахалăхлăрах пултăр тесе, ав, Тăвайри поликлиникăра икĕ лифт вырнаçтартăмăр.
Сывлăх шайне тытса тăма вара спорт пулăшать. «Аль» спорт шкулĕн çуртне юсаса çĕнетрĕмĕр. Тушкилте тата Чӳкçырминче хоккей вылямалли лапамсем турăмăр. Енĕш Нăрвашра, Тăрмăшра, Тушкилте резинпа витнĕ виçĕ спорт лапамĕ йĕркелерĕмĕр.
«Чутеевский» хуçалăхра сĕт туса илекен тата тирпейлекен цех хута ятăмăр. 3 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ кунта. Новиков хресчен-фермер хуçалăхĕ вара пулă ĕрчетет. Халĕ хамăр тăрăхрах сутлăха кăлармалли паха пулă ферми тата ăна тирпейлемелли цех пур. Валерий Грачев хуçалăхĕнче вара тĕш-тырă управăшĕ турăмăр.
— Ĕçĕ питĕ калăпăшлă пулни сисĕнет, чăн та. Чи пахи — вĕсен усси питĕ пысăк-çке.
— Усăллă пултăр тесе ĕçлетпĕр те ĕнтĕ. Тăвай пульницине юсаса çĕнетни тата тытăмне улшăнусем кĕртни кăна мĕн чухлĕ ырă ен пачĕ пире. Пĕлтĕр пирĕн оругри сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ Канашпа пĕрлешрĕ. Ку пулăм, паллах, пирĕн халăха пăшăрхантарчĕ малтанлăха. Çав-çавах ырă енĕ нумайрах пулнине палăртма кăмăллă. Сипленмелли койка-вырăнсен шучĕ те ылмашмарĕ, тухтăрсемпе медицина ĕçченĕсен йышĕ те ӳсрĕ. Эрнере темиçе хутчен онколог та,  уйрăм чир-чĕр специалисчĕсем те килсе çӳреççĕ. 
Спорт объекчĕсем, ан тив те, халăха сывă пурнăç йĕркипе туслашма хистеççех. Юлашки çулсенче Тăвай енре пурăнакансен 60 ытла проценчĕ спортпа туслине палăртать. «Ĕçпе хӳтĕлеве хатĕр» комплекс нормативĕсене пурнăçлассипе те республикăра малта пыратпăр. Культура тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсен усси те тӳрех куçкĕрет. «Культура хутлăхĕ» проекта пурнăçа кĕртессипе тӳрех малти вырăна тухрăмăр. Автоклуб пуррипе халь культура ĕçченĕсем районти кашни яла çитсе концертсем параççĕ. 
— Калаçу культура тытăмĕ патне пырса çитнĕ май, мĕнле пысăк калăпăшлă мероприятисем пулчĕç-ха пирĕн патёрта иртнĕ пилĕк çулта?
— Тăвай тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем тĕрлĕ мероприяти  йĕркелеме ăста пирĕн. Кашни уявах анлă паллă тăватпăр. Анчах та виçĕ ĕç-пуç пирки тĕплĕнрех каласа хăварас килет. Вĕсем пирĕн халăха савăнтараççĕ кăна мар, Тăвай ен, Чăваш Ен тата Федерацин Атăлçи округĕн пурнăçне те улшăнусем кĕртме пултараççĕ.
Чи малтан, анат енчи чăвашсен фольклорĕн республика шайĕнчи «Тапă» фестивалĕ пирки калас килет. Районти культура ĕçченĕсен пĕрлехи ĕç-пуçĕнчен вăл Чăваш Ен шайне тухма пултарчĕ. Элпуç ял тăрăхĕнче вырнаçнă Эл кӳлли патне Тăвай, Вăрмар, Канаш, Куславкка, Çĕрпӳ, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар тата Красноармейски тăрăхĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем пухăнчĕç иртнĕ кĕркунне.
Тăвай тăрăхĕ çирĕппĕн аталаннине кура, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та, Министрсен Кабинечĕ те пĕлтĕрхи Республика кунне  пирĕн округра  уявлама йышăну турĕç.  Республика кунĕ Тăвай округне пысăк савăнăç илсе килчĕ çеç мар, ăна пула вырăнти инфратытăм та сисĕнмелле çĕнелчĕ. Республика кунĕ тĕлне эпир Чăваш Ен Пуçлăхĕн пулăшăвне илтĕмĕр. Унпа усă курса Тăвай ялĕн сăн-сăпачĕ еплерех капăрланчĕ-ха: çулсем турăмăр, тавралăха хăтлăх кĕртрĕмĕр. Уяв тĕлне вара Тăвайри халăх таврапĕлӳ музейне тĕпрен юсаса çĕнетрĕмĕр. Чутейре «Кубнинская» Сыроварня» сыр-чăкăт туса кăларакан цех хута ятăмăр.
Тепĕр культура мероприятийĕ вара Раççейĕпе те пĕртен-пĕрре. Кунта канăвĕ те, ĕçĕ те шутсăр калăпăшлă. Нумай пулмасть кăна-ха кăçалхипе 4-мĕш хутчен «Ялта чи лайăххисем» агрослет иртрĕ. Халиччен Чăваш Енри ял çамрăкĕсене кăна пырса тивнĕ ĕç-пуç, кăçал Атăлçи тăрăхĕнчи 14 региона та пырса тиврĕ. Агрослет хӳттинче «Агропродакшн» вĕрентӳ программи хута кайрĕ тата Федерацин Атăлçи округĕнчи ял çамрăкĕсен 3-мĕш слечĕ иртрĕ. 
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, çак мероприяти ял тăрăхĕсенчи çамрăксен пурнăçне кăсăклă тума та, тачă хутшăнусем йĕркелеме те пулăшать.
Çакна та каламалла, «Ялта чи лайăххисем» агрослетра панă сĕнӳсене Республикăри Ял хуçалăх министерстви пурнăçа кĕртекен программăсем яланах шута илеççĕ.
— Ял тăрăхĕсенче пурнăçа йĕркелесе пыма чăн та çăмăл мар пуль. Округ центрĕн кашни ялпа тачă çыхăнусем тытса тăрас пулать, тĕрлĕ мероприятие çитме те майсем пулмалла. Кун валли вара паха çул-йĕр, хăтлă чарăнусем, çутă юписем кирлĕ. Ку енĕпе еплерех-ши лару-тăру?
— Иртнĕ çулсенче эпир 38 çухрăм çул юсаса çĕнетрĕмĕр. Асфальт çул та сартăмăр, чулсенчен те йĕркелерĕмĕр. Вĕсем пирĕн тăрăхри ялсене те пĕрлештереççĕ, пĕр-пĕр урама та пырса тивеççĕ. Тĕслĕхрен, Ямпулатри Гагарин урамĕнче автомобиль çулĕ тума май килчĕ. Чутей шкулĕ патне çитме май паракан çул та пур халь.
Çулсем тунисĕр пуçне, çуран çӳрекенсем валли тротуарсем тăвасси те, халăх йышлăн пухăнакан вырăнсене илемлетесси те, çутăпа тивĕçтересси те пысăк вырăн йышăнаççĕ. Тăвайри Ленин проспектĕнче тата Чапаев урамĕнче мĕнле илемлĕ тротуарсем халь. Ленин палăкĕ патĕнчи лапам сăн-сăпачĕ еплерех ылмашни пирки калама та кирлĕ мар пуль — округри кашни çын Тăвайне килмессерен курать çак çĕнĕлĕхсене. 
Ялсене автобуссем çӳреççĕ, чарăнăвĕсем хăтлă, илемлĕ. Каçсерен урамсем çутă, ку ĕç малалла та тăсăлать-ха. Хăтлăх кĕртес ĕçе вара пирĕн округра пурăнакансем хăйсем те питĕ хастар хутшăнаççĕ. Халăхпа пĕрле эпир «Пуçару бюджечĕ» программăна пурнăçа кĕртсе нумай пысăк ĕç турăмăр.
— Юлашки çулсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та, Республика Правительстви те организацисемпе уйрăм харсăр çынсене патшалăх пулăшăвĕ кӳреççĕ. Пирĕн тăрăхра та кун пек çынсем пур. Тĕрев панă уйрăм организацисемпе ентешсем еплерех çитĕнӳсем турĕç-ши?
— Патшалăх пулăшăвĕ курăмлă пулнине калатăп. Иртнĕ пилĕк çулта Тăвай тăрăхĕнче пĕчĕк тата вăтам бизнесăн 45 субъекчĕ Чăваш Республикин Гаранти фондĕнчен тата вак бизнеса тĕрев паракан агентствăран 113 миллион тенкĕ пулăшу илнĕ.
Пĕчĕк тупăшлă çемьесене те аван тĕрев панине палăртатăп. Уйрăм бизнес ĕçне пуçарма кăна эпир 42 контракт турăмăр. Харпăр уйрăм хуçалăх тытса пыма та пулăшу пама май килчĕ, ку тĕлĕшпе 43 контракт пурнăçа кĕртрĕмĕр.
 Тăвай халăхĕ хамăр тăрăхри предприятисем, уйрăм çынсем туса кăларакан сыр-чăкăт, туса илекен улма-çырла тутанма та, туянма та пултарать. Ĕçлес текен çынна паян республика хавхалантарса тăрать. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн ятарлă гранчĕ пулăшнипе эпир те вырăнти ял хуçалăх промышленноçĕн комплексĕн продукцине вырнаçтарма май парас тесе фермер пасарĕ турăмăр. Çулталăкĕпех суту-илӳ йĕркелемешкĕн вара 4 павильон лартрăмăр.
Тăвай тăрăхĕнчи усламçăсем тата хресчен-фермер хуçалăхĕсем «Перспектива» программăпа 3 грант, «Агростартап» программăпа 1 грант, хатĕр-хĕтĕрсемпе техника никĕсне çĕнетме пулăшакан программăпа 1 грант çĕнсе илчĕç. Вĕсем пулăшнипе пирĕн уй-хирсенче çĕнĕ йышши техника ĕçлет. Сăмах май, пилĕк çул хушшинче патшалăх пулăшăвĕпе Тăвай çĕрĕнчи ял хуçалăх тытăмĕн предприятийĕсем 211 техника хатĕрĕ туянма пултарчĕç.
— Олег Анатольевич, тунă ĕçе пĕтĕмлетме те, хак пама та çăмăл. Тăвай ен çыннисем пĕтĕм пуçарăвах хапăл туса йышăнаççĕ-ши?
— Ĕçре ăнланманлăх сиксе тухасси пулать ĕнтĕ вăл. Хăнăхнă пурнăçа улшăну кĕртме тепĕр чух пĕрре те çăмăл мар. Анчах ку йывăрлăхран хăрама кирлĕ мар. Тăвай ен халăхĕпе яланах пĕр чĕлхе тупма пулать. Округри ĕç-хĕле йĕркелесе пыракансем тата тĕрлĕ ял-салара пурăнакансем п.р-п.ринпе яланах тĕл пулса калаçатпăр, пухусем ирттеретпĕр, пĕтĕмпех сӳтсе яватпăр. Уçă калаçуран пахи çук.
Юлашки çулсенче эпир хăтлăх кĕртмелли вырăнсене «Патшалăх çăмăллăхĕсен пĕрлехи порталĕнче» пĕрле суйлатпăр. «Пуçару бюджечĕ» программа вара кашни çыннах пысăк проектсене явăçтарчĕ. Хамăр ăнланса хамăр суйланă ĕçе пĕрле пурнăçлани те хăйĕн витĕмне кӳрет. Ятарлă çар операцийĕ пынă тапхăрта пире тата пĕрлехи хуйхă та, йывăрлăхсем те пĕрлештерчĕç. Кашни çынран çĕршыв пуласлăхĕ килнине кашни ăнлантăмăр пуль. 
Йывăрлăхсем яланах пулаççĕ ĕнтĕ, анчах вĕсене çийĕнчех татса  пама пулать. 
— Пысăк тав сире, Олег Анатольевич, çак калаçушăн.


Элтияр АЛЕКСАНДРОВ

Поделиться:
Распечатать