1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ — пирĕн историри чи хурлăхлă кунсенчен пĕри. Вăл — ыратупа, шанчăкпа, паттăрлăхпа тулнă кун, пирĕн чĕресенче ĕмĕрлĕхех йĕр хăварнă. Июнĕн 22-мĕшĕ — çĕр çинчи телейлĕ пурнăçшăн, çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçса вилнисене тав туса асра тытмалли кун.
Чутейри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли çуллахи лагерьти «Çамрăк патриотпа» «Асамат кĕперĕ» отрядсенчи ачасем Çĕнĕ Ишпуç тата Амалăх ялĕсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ салтаксене асăнса лартнă палăксене çитсе курнă.
Директор çумĕ Л.Титова, Н.Куракина, Л.Краснова воспитательсем лагерьти ачасемпе вăрçă пуçланнă кун, фронтпа тылăн пĕрлехи паттăрла ĕçĕсем, вăрçа хутшăннă ял çыннисем, Аслă çĕнтерÿшĕн пурнăçне панă салтаксем нихçан та асран тухманни çинчен калаçнă, хăйсен тăванĕсене аса илнĕ.
Ятарлă çар операцийĕнче вилнĕ яшсен — Çĕнĕ Ишпуç ялĕнчи Никита Ядгаровпа Евгений Джуманазаров, Амалăх ялĕнчи Сергей Алексеев паттăрлăхне асра тытса тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ шкулта.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тата ятарлă çар операцийĕнче вилнисене асра тытса шăплăх минучĕ иртнĕ.
«Пирĕн пуласлăхшăн, çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пурнăçне шеллемесĕр пуç хунă ентешсем нихăçан та манăçмĕç»,— тенĕ палăксем умне чечексем хунă май.
Зинаида ИВАНОВА, Чутей ялĕ