Темăсенче — Чăваш Ен
пурнăçĕпе аталанăвĕ
Чăваш Енре, çав шутрах пирĕн Тăвай округĕнче те, Пĕрлехи информаци кунĕ ирттересси йăлана кĕнĕ. Хальхинче вăл иртнĕ юнкун, июнĕн 18-мĕшĕнче пулчĕ. Унта Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин ертÿçи Александр Шакин, РФ Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, территорисен пайĕсен начальникĕсем хутшăнчĕç.
Администраци залĕнче иртнĕ тĕлпулăва çавăн пекех предприятисемпе учрежденисен ертÿçисене, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсене чĕннĕ. Мĕнле темăсем сÿтсе явнă-ха информкунра? Чăваш автономине 105 çул. Йăласене упраса пуласлăха аталантаратпăр тата Республика кунне халалланă мероприятисем çинчен.
Пĕрремĕш темăна ЧР патшалăх ветеринари службин ертÿçи Александр Шакин уçса пачĕ. Вăл 2020 çултан пуçласа пирĕн республика нумай малалла аталаннине тата хăтлăланса лайăхланнине палăртрĕ. Республика экономики юлашки 5 çул хушшинче 2 хута яхăн ÿснĕ. Çав вăхăтрах Раççейĕпе пĕтĕмĕшле ÿсĕм 13 процентпа кăна танлашать. 5 çул хушшинче Чăваш Енре 4 пине яхăн çĕнĕ ĕç вырăнĕ туса хунă.
Шанчăклă çĕр ĕçĕн зонине кĕмесен те, Чăваш Ен ял хуçалăхĕпе Атăлçи тăрăхĕнче лидер шутланать: республика çĕрулми, хăмла, тырă, пахчаçимĕç, сĕт туса илессипе малти вырăнсене тытса пырать. Республика Раççейри хăмлан тата сухан-севокăн 70 процентне туса илет, çĕршыври хурсен иккĕ-виççĕмĕш пайĕ Чăваш Енре кăларни.
Чăваш чейĕ, пылĕ тата çĕрулми чипсĕсем Раççей рынокне çĕнĕрен тухнă.
Ял хуçалăхĕнчи пушă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе те Чăваш Республики çĕршывра малтисенчен пĕри шутланать. 5 çул хушшинче 130 пин гектар çĕре ĕçе кĕртнĕ.
Аграрисене пулăшас енĕпе те республика патшалăх политикине çирĕп тытса пырать.
Çапла 1 гектар сухалакан çĕр пуçне субсиди парассипе федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи регионсем хушшинче пирĕн республика 1-мĕш вырăнта — 8 пин тенке яхăн;
Юлашки 5 çул хушшинче ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене пулăшасси 2,6 хут ÿснĕ;
Республикăри кашни 5-мĕш фермер грант илнĕ;
Харпăр хăй ĕçне йĕркеленĕ хуçалăхсем çуллен 700 пин тенкĕ таран илме пултараççĕ;
4000 единица ытла ял хуçалăх техникине аграрисем патшалăх пулăшăвĕпе туяннă.
Патшалăх пулăшнипех çĕрĕн пурлăхне палăрмаллах лайăхлатма май килнĕ. Чăваш Енри 1 гектар çĕрĕн тухăçĕ çĕршыври вăтам кăтартуран 1 хут çурă пысăкрах.
5 çул хушшинче республикăри хуласемпе ялсем палăрмаллах çĕнелсе лайăхланнă. Çакна вĕсенче пурăнакансем «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» тата «Пуçару бюджечĕ» программăсене пурнăçа кĕртме активлă хутшăнни пысăк витĕм кÿрет.
159 обществăлла вырăна тата 1200 яхăн картишне тирпей-илем кĕртнĕ. Кашни ялтах унта пурăнакансем вăтамран 3 пуçару проектне пурнăçлама пултарнă, çав шутра Тăвай округĕпе — 4 проекта.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин — ăна лайăх тимлер-ха — республика промышленноçа патшалăх пулăшăвĕ парассине 30 хут пысăклатни çинчен каланă. Ку вăл регионти предприятисене аталантарма хывнă тÿрĕ инвестицисем. Асăннă пулăшу предприятисене производствăна аталантарма, çĕнĕ продукцисем кăларассине алла илме май панă. Çакă та пĕлте- рĕшлĕ, ют çĕршыв компанийĕсем Раççей рынокĕнчен кайсан, вĕсен вырăнне чăваш производителĕсем йышăннă. Çакна та палăртнă вăл — предприятисем çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ, налук тÿлесси ÿсет. Çавна май Чăваш Ен бюджета хамăрăн тупăшсем ытларах пырса кĕнин ÿсĕмĕпе федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи регионсем хушшинче 1-мĕш вырăнта. Экономикăн тата бюджетăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕпе Чăваш Ен Пенза тата Ульяновск облаçĕсенчен те иртнĕ.
Экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн заместителĕ Людмила Сергеева Тăвай муниципалитет округĕн юлашки 5 çулхи аталанăвĕн итогĕсем çинче чарăнса тăнă.
Информушкăн членĕсем çавăн пекех Республика кунĕн программипе, унăн культура пайĕпе те паллаштарнă. Вăл яланхи пекех пуян пулĕ. Тĕп событисем йăлана кĕнĕ пекех июнĕн 23—24-мĕшĕсенче Шупашкарта тата Етĕрне округĕнче иртеççĕ. Пĕтĕмĕшле вара Чăваш автономи 105 çул çитнине халалланă мероприятисем республикăра çулталăк тăршшĕпех пырĕç. Республика Пуçлăхĕн проекчĕпе — «Чăваш Енĕн çутă вăхăчĕ» — килĕшÿллĕн мĕнле мероприятисем тата вĕсем хăçан ăçта иртесси çинчен ятарласа туса хатĕр-ленĕ яркоелето.чувашия. рф сайтра, пичет изданийĕсенче, сайтсенче тата соцсетьсенче вырнаçтаракан проект афишисенче вуласа пĕлме пулать.
Информушкăн членĕсем çавăн пекех централизациленĕ клуб тата библиотека системисенче ĕçлекенсемпе тĕл пулнă.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе çак кун граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă.