1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
23 июня 2025 г. 9:48

Вĕçе-вĕçĕн вĕтетнĕ масса кĕрет

 

Йышлă выльăх-чĕрлĕхе тутă хĕл туса парассишĕн тăрăшса, «Акконд-агро фирма» акционерлă обществăра çак эрнере сенаж хатĕрлеме тытăнчĕç.

Малтан çулса кăштах кушăхтарнă массăна «Ягуарпа» вĕтетсе тиеççĕ комплекс территорийĕнчи траншейăна вĕçе-вĕçĕн турттарса тăракан пысăк машинăсем çине. Пикенсе ĕçленĕ- рен ĕç ÿсĕнет, ултă-çичĕ техникăна явăçтарнă ку ĕçе. Люцернăран хываççĕ сенажа. Траншейăра массăна пысăк хăватлă тракторсемпе таптаса пусăрăнтарса тăраççĕ — технологи çавăн пек ыйтать. Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ ытлă-çитлĕ туса илесси, унăн калăпăшне ÿстерсех пырасси тĕрлĕ апат тулăх хатĕрлесе хунипе тÿрремĕнех çыхăннă çав. Çавăнпа тăрăшаççĕ те аккондçăсем.

 

Иван ИВАНОВ

Поделиться:
Распечатать