1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
27 июня 2025 г. 11:09

Юрлаттарчĕ, ташлаттарчĕ

 

Эпĕ Тăвай районĕнчи Кивĕ Пуянкасси ялĕнче 1939 çулта çурал-

нă, вăрçă пуçлансан атте Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайни-

не астумастăп.

Вăрçăран атте хăрах алăпа таврăнчĕ. Унпа пĕртăван 4 аппăшĕн

мăшăрĕсем, Альтук аппан 2 ывăлĕ килеймен, аппан 6 ачи ашшĕсĕр

çитĕннĕ. Пĕтĕмпе вĕсен 14 ачи тăлăха юлнă. Паллах, вĕсене пăх-

ма атте те, колхоз председателĕ, пулăшнă.

Вăрçă çулĕсенче кашни килте

7—8 ачаччĕ. Выçă пулин те, кулян-

ма пĕлмен, çулла урамран кĕмен

— вылянă-кулнă. Урана тăхăнмал-

ли пулманран çара уран çÿренĕ.

Вăрçă хыççăн 1-мĕш класа çапла

кайнине астăватăп, пÿлĕмре 40

ачаччĕ. Колхоз ĕçĕнче те çара

уран çум çумланă, çурлапа тырă

вырнă, фермăра выльăх пăхнă...

Ĕç укçи вырăнне тырă, утă-улăм

панă. Çăмăл мар пулин те, кил

хуçалăхĕнче ĕне тытма тăрăш-

нă. Унсăр юлсан çемьене инкек

çулăхнă. Чылай хуçалăхра сыс-

на, чăх, хур та ĕрчетнĕ. Колхоз-

никсене кăнтăрла уйра апат тÿ-

левсĕр çитернĕ. Вăрçă çулĕсенче

тата хыççăн колхозсем йывăрлă-

ха çĕнтерме пулăшнă.

Ялти пуçламăш, Çĕнĕ Пуян-

кассинчи 7 çул вĕренмелли, Тă-

вайри вăтам шкулсенче пĕлÿ

илтĕм. 7-мĕш класра комсомо-

ла кĕтĕм. 1953 çулхи пуш уйăхĕн-

че И.Сталин вилсен пурте, хам та

куляннă. 8 «а» класра Çăлпуç, Тă-

вай тата Пуянкасси ялĕнчен 26-

ăн вĕрентĕмĕр. Ашшĕ вăрçăран

таврăнманнисене тÿлевсĕр

вĕрентнĕ. Анне-атте маншăн 3

çулта 450 тенкĕ тÿленĕ. Вырăс

чĕлхипе класс ертÿçи Миропия

Масленникова вĕрентнĕ. Роберт

Тохтасьев, Валерий Улитин, Роза

Иванова, Светлана Макарова

лайăхрах вĕреннине палăртас ки-

лет. Шкулти уйрăлу каçĕнче Ми-

хаил Леонтьев директор çапла

чĕнсе каларĕ: «Аслă шкула кĕме

тăрăшăр», — терĕ.

Нарăс уйăхĕнче эпир, Кивĕ

Пуянкассисем, шкултан таврăн-

нă чухне çил-тăман тухсан уйра

çухалса кайнă Кушкă ачине шăн-

са вилесрен çăлтăмăр. Çакă —

вăрçă ачисем пĕр-пĕрне пулăш-

нине çирĕплетекен тĕслĕхсен-

чен пĕри. Куллен Тăвайри шкула

çитме — 6, Пуянкассине таврăн-

ма 6 çухрăм утнă. Шкулта столо-

вăй пулман, кăнтăрла типĕ çăкăр

чĕллипе çырлахма тивнĕ. Та-

вах аннене: кашни ирхинех яшка

çитерсе янă. Çуллахи каникулта

колхоза пулăшнă: утă çулнă, тырă

вырнă, çĕр улми купаланă, кук-

курус уйне кăпкалатнă...

Каçхине ялта купăс сасси янă-

раса тăнă. Кивĕ Пуянкассинче

1929 çулта çуралнă Геннадий

Терентьев, вăрçă ачи, кайран —

чăваш халăх артисчĕ, пире купăс

каласа ташлаттаратчĕ, юрлатта-

ратчĕ, йăмăкĕ, Галина Терентье-

ва, Çĕрпÿри культура техникумĕн-

че ĕçленĕскер, çамрăксене

Пуянкассинче тата кÿршĕ ял-

сенче концерт час-часах ларт-

таратчĕ.

Тăвайри вăтам шкул хыççăн

Çĕрпÿри культура техникумĕн-

че ятарлă пĕлÿ илтĕм. 1957

çулхи çурла уйăхĕнче эпир,

унта вĕреннĕ 30 хĕр, 1-мĕш

курс хыççăн комсомол путевки-

пе Казахстана ĕçлеме кайрăмăр.

Мансăр пуçне Тăвай районĕн-

чен Клара Мюресовăпа Раиса

Пермякова пулчĕç. Канаш стан-

цийĕнче чăваш пединститучĕн

студенчĕсемпе пĕрлешрĕмĕр,

пире çула комсомол обкомĕн

ертÿçисем ăсатрĕç. Тавар турт-

таракан пуйăспа кайрăмăр. Ху-

санта тата Свердловскра тутлă

апат çитерчĕç. Çул тăршшĕпех

юрласа-ташласа пытăмăр.

Çурçĕр Казахстан облаçĕнчи

Мамлютка станцине çитсен

хула тата ял ачисене уйăрчĕç.

Ялтисем Пресновка районĕнчи

«Буденовский» совхоза лекрĕç.

Унта лайăх кĕтсе илчĕç: мунча

кĕртрĕç, тутлă апат çитерчĕç.

Икĕ сменăпа ĕçлерĕмĕр. Тыр-

ра çапса тĕшĕленĕ хыççăн

пуçтарăнакан улăма комбайн

çинчен кун каçиччен тăкатпăр,

каçхине тырă сăвăратпăр. Кăн-

тăрла 40—45 градус ăшă тă-

рать, каçхине сулхăн. Икĕ уйăх

ĕçлерĕмĕр, ĕç хыççăн концерт

лартрăмăр. Унти халăх пуянччĕ,

тырă йÿнĕччĕ, ăна выльăха та

çитернĕ. Утă-улăма çÿллĕ урана

хыватчĕç. Кашни килхуçалăхрах

мăйракаллă шултра выльăх 3-4

пуçчĕ. Чăваш Енре çынна апат-

çимĕç çитмен. Казахстанра тулăх

пурăннинчен тĕлĕнтĕмĕр.

Техникумра вĕренĕве малалла

тăсрăм, пире стипенди паратчĕç.

Вăл куллен пурăнма — тăван яла

уйăхра икĕ хут кайса килме, апат

туянма — çитнĕ. Пĕчĕк кукăль

туянма — 5, Çĕрпÿрен Канаша

çитме — 55, кино пĕрре курма 5

пус тÿлеттĕмĕр. Эпĕ аннерен укçа

ыйтса курман, ялта укçа пулман

— ун вырăнне раштав уйăхĕнче

тырă панă.

Халăх ĕçленĕ. «Кам ĕçлет —

вăл çиет»,— тенĕ. Ялсенче кил

хальхи пек питĕрĕнсе ларман,

пĕр-пĕринпе туслă пурăннă, халь

çакна курмастăп. Пĕтĕм ĕçе йыш-

па тунă, пĕр-пĕрин патне кайса

çÿренĕ, çынпа çын канашланă,

кирлĕ сĕнÿ панă, хуйха-савăнăçа

пĕрле пайланă.

Атте-анне пурнăçĕ ачисемшĕн

ырă тĕслĕх пулнă, эпир вĕсем

каланине итленĕ, вĕсемпе тав-

лашман. Пĕррехинче пирĕн

пата кинемей ларма пычĕ. Сă-

мах май тенĕ пек çапла каласа

хучĕ: «Сирĕн Зоя, кĕçĕнни, мана

ятран Матрунь терĕ, аслисем, Ва-

ляпа Галя, Матрунь аппа теççĕ...»

Çав сăмахсене илтсен атте-ан-

не пит-куçĕ улшăнчĕ, вĕсенчен

Зойăна лайăхах лекрĕ. Хăй тÿр-

ре тухма хăтланчĕ: «Вăл пĕчĕккĕ

те — çамрăк тесе». Матрунь аппа

чăннипех те пĕчĕкчĕ, пурнăçĕ йы-

вăр пулнăран ăна хĕн-хур хуçнă,

курпун кăларнă.

Вăрçă пире тар кăларса

ĕçлеме, тÿрĕ çултан пăрăнма-

сăр пурăнма, шуррине — шурă,

хурине хура теме, çитменлĕх-

кăлтăкшăн асăрхаттарнине, ырă

сĕнÿсене шута илме вĕрентнĕ.

Галина МАКСИМОВА,

вăрçă ачи

Поделиться:
Распечатать