Тăвайри таврапĕлÿ халăх музейĕнче «Активлă вăрăм ĕмĕр» центрĕнчи кĕмĕл волонтерсен пĕр ушкăнĕ пулнă. Çурта юсаса çĕнетнĕ хыççăн иртнĕ çулхи çĕртме уйăхĕнче Республика кунĕнче уçнă. Çул хĕрринче вырнаçнăран аякранах курăнать. Тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене, кÿршĕллĕ округ-регион турис- чĕсене татах та ытларах илĕртет вăл халĕ.
Владимир Федоров заведующи хăнасене ăшшăн йышăннă. Чăваш халăхĕн культурипе, вырăнти йăла-йĕр- кепе, тумĕпе, тĕрĕ-эрешсемпе киленсе паллашнă вĕсем. Кил-тĕрĕшре усă курнă ĕç хатĕрĕсене, савăт-сапана тытса пăхма май пулнă. Ÿнер ăстисен куравĕнчи картинăсемпе кăсăкланнă. Шăпах Вăрманхĕрринче çуралса ÿснĕ Геннадий Козлов художникăн «Тăван çĕршыва юратса» выставки ĕçлетчĕ унта. Тăван тăрăхри, Чăваш Енри илемлĕх тĕнчипе çыхăннă пейзажсем чун-чĕрене çĕклентернĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пулăмĕсене, паттăрĕсене халалланă зал экспозицийĕсем çинчен уйрăммăн чарăнса тăнă экскурсовод. Сăн ÿкерчĕксемпе, документсемпе, вăрçă участникĕсен япалисемпе, çырусемпе, тĕрлĕ стендсемпе пуян кунти пÿлĕм. 1942 çулта вăрçăран тăван киле янă виçкĕтеслĕ çырăва асăрханса уçнă ветерансем. Пурнăç йывăрлăхĕ, нуши-терчĕ куç умне тухса тăрса, шухăшсемпе хаяр вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçа илсе çитернĕ.
Музейре ятарлă çар операцине хутшăнакансене халалланă кĕтес пур. Паттăрла пуç хунă кашни салтак çинчен чарăнса тăнă В.В.Федоров. Хÿтĕ-левçĕсен тăванĕ- семпе çывăх çыннисем, гуманитари рейсĕсен волонтерĕ-сем килсе панă япаласем те вырăн тупнă, бронежилетсем, шлем, раци, «Хаймарс» осколкисем, гильзăсем...
Центрти кĕмĕл волонтерсем музее пушă алăпа килмен. Наталья Федорова социаллă ĕçчен ертсе пынипе Бориспа Тамара Александровсем, Алексейпе Светлана Черновсем, Надежда Данилова, Ольга Васильева, Вера Ермолаева хăйсем çыхнă пысăках мар маскировка тетелĕ, окоп çуртисем, плащ, çар чаçĕсенчен волонтерсен ячĕпе килнĕ Тав çырăвĕ-сен копийĕсене хăварнă.
Тăвай округĕнче çакăн пек музей пурри питĕ лайăх. Вĕсем çамрăксене аваллăха илсе çитерме, патриотизм туйăмне вăйлатма витĕм кÿнин пĕлтерĕшне палăртса ăшă Тав сăмахĕсем çырса хăварнă. Юлашкинчен кĕмĕл волонтерсем хăтлă зала Раççей карттине пухма, кăсăклă ыйтусен хуравне тупма пухăннă.
Раиса ШУМОВА