Çак темăна хаçатра темиçе хутчен те хускатнă. Ĕнер хам пурăнакан çурт çывăхĕнчи контейнерта çур батон ытла выртнине курсан чун-чĕре тăвăлса килчĕ.
Ниçтан та кăвакарман, хытса та кайман, çеп-çемçех. Илтĕм те кайăксене тĕпретсе патăм. Самантрах пухăнчĕ туслă йыш, тăранчĕç пулмалла. Вĕсем вĕт çут çанталăк управçисем, пирĕн сывлăхшăн тимлекенсем те. Эпĕ хам сĕтел çинчи тĕпренчĕке те шăлса илсе кайăксене тухса паратăп. Ытлашши çăкăр татăкĕ-сене выльăх усракан кÿр- шĕсене те пама пулать. Манпа çывăхра пурăнакан мăшăрăн хĕрĕсем яланах ăна типĕтсе яла илсе килсе параççĕ. Пăрахмаççĕ.
Нуша курнă çын çăкăра сая ямасть. Вăхăтлă кăна туянма тăрăшать. Эпир, вăрçă ачисем, выçăллă-тутăллă ÿснĕ. Пысăк çемьесенче тăраниччен çăкăр çиеймен вăрçă çулĕсенче. Ленин проспектĕнчи 30, 52-мĕш тата ытти çуртсен çывăхĕнчи ăпăр-тапăр тăкмалли савăтсенче çăкăра кăларса пăрахнине темиçе те асăрханă.
Мускавра 1981 çулта типсе хытнă çăкăртан хатĕрленĕ апат-çимĕçсен выставкине йĕркеленине вуласа пĕлнĕ-ччĕ тата хăш-пĕр рецепчĕ-сене хаçатран кассах илсе хытă хут çине çыпăçтарса хунăччĕ. Халĕ çыхăну технологийĕ аталаннă саманара темĕн те тупса вулама, усă курма пулать. Хăш-пĕр кулинарсен ĕçĕсемпе вулакансене паллаштарас шухăш та пур.
«Çăкăртан асли çук»,— тенĕ авалтан. Çакна яланах асра тытса пурăнасчĕ. Çăкăр вĕт тарпа çитĕнет.
Елизавета ИЛЬИНА,
вăрçă ачи, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, кĕмĕл волонтер