2025 çулхи майăн 25-мĕшĕпе июлĕн 4-мĕшĕ хушшинче Тăвай муниципалитет округĕнче «Çулталăк çемйи-2025» конкурс ирттереççĕ.
Унăн тĕллевĕ — çемьен обществăри сумне ÿстересси тата ĕлĕкрен пыракан хаклăхĕсене халăхра сарасси. Конкурса 10 çултан кая мар арлă-арăмлă пурăнакан, çул çитмен икĕ е ытларах ачана воспитани паракан, округăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăнакан тата çемьен йăлана кĕнĕ хаклăхĕсене упракан мăшăрсем хутшăнма пултараççĕ.
Конкурса хутшăнма округри централизациленĕ тĕп библиотека тытăмне çак адреспа — Тăвай ялĕ, Ленин проспекчĕ, 3-мĕш çурт — 2025 çулхи июлĕн 4-мĕшĕччен заявка тата документсен пакетне тăратмалла.