Çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче, пограничник кунĕнче, округри чикĕ хуралĕн ветеранĕ- сем Тăрмăш—Тăвай—Элпуç— Нÿшкасси—Лачкасси маршрутсемпе çула тухнă.
«Асăну палăкĕсем умĕнче митингсем ирттернĕ, чĕрĕ чечексем хунă, активистсене общество организацийĕн медалĕ-семпе наградăланă»,— пĕлтерчĕ «Пограничное братство» пĕрлĕхĕн округри ертÿçи Геннадий Андреевич Николаев.
Кашни ялтах уяв саманчĕсемпе асра юлнă тĕлпулусем. Тĕмер тата Нÿшкасси ялĕсенче кăçал чикĕ хÿтĕлевçисен юписене уçнă. Паянхи куна Тăвай тăрăхĕнчи 9 ялта çакăн пек асăну палăкĕ пур.
Мероприятисене обществăлла организацисен представителĕсем, кадетсем, çамрăк армеецсем хутшăннă. Палăксем умĕнче çамрăксем хуралта тăнă. Çапла пулас хÿтĕлевçĕсем аслă ăру тĕслĕхĕпе хавхаланса ÿсеççĕ.