Тăвайри пĕр-ремĕш ача садĕн- чи «Затейники» ушкăн воспитанникĕсем — тĕрлĕ конкурс-фестиваль хастарĕсем. Çак йышра Елизавета Петрушкова та. Нумаях пулмасть регионти «Çамрăк тĕпчевçĕсен» тăваттăмĕш наукăпа практика конференци фестивалĕнче 2025 çул итогĕсене пĕтĕмлетнĕ.
Елизавета кă-çал та кĕçĕн классемпе шкулчченхи учрежденисен ачисем хушшинче çĕнтернĕ!
2023 çул вĕçĕнче ача садĕн-че агролаборатори уçăлсан шăпăрлансемпе малтанхи сăнавсене çĕр пулăхне тĕпчессинчен пуçларăмăр. Хура тăпраллă, хăйăрлă, тăмлă вырăнта мĕнле культура лайăхрах ÿсет? Тĕрлĕ ÿсентăран акатпăр. Пĕтĕмпех сăнав дневникĕнче палăртса пыратпăр ачасемпе. Кăçал тĕш тырăсене вырăн патăмăр. Тĕпчевсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе Лиза конкурса тухрĕ. Çапла, умлă-хыçлă икĕ çул жюрин пысăк хаклавне тивĕçрĕ. Тĕрлĕ хула-округран 290 ача ĕçĕсемпе паллаштарнă ăслăлăх конкурсĕнче.
Лиза кăçал тепĕр çитĕнÿпе те савăнтарчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕ-ренпе 80 çул çитнине халалланă сăвă вулакансен «Этот День Победы» конкурсĕнче иккĕмĕш степень Дипломне тивĕç пулчĕ.
Тамара ПАВЛОВА, аслă категориллĕ воспитатель