1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
3 июня 2025 г. 8:50

Кĕçех — Республика кунĕ, автономи юбилейĕ

 

Чăваш Енре Республика кунне уявласси çирĕп йăлана кĕнĕ. Кăçалхи июнь уйăхĕнче вара Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа та 105 çул çитет. Республика кунĕпе çыхăннă уявăн тĕп мероприятийĕсем, маларах палăртнă пекех, Шупашкарта тата Етĕрне округĕнче иртĕç.

Уяв программи анлă пулассине пĕлтернĕччĕ ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов. «Республика кунĕ тĕлне пысăк темиçе спорт объектне тата социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене уçма хатĕрленетпĕр. Йăлана кĕнĕ культура мероприятийĕсем, ĕçлĕ форумсем пулĕç — праçнике çÿллĕ шайра йĕркелĕпĕр. Чăваш Ен юбилейĕ чăннипех асра юлмалла иртмелле»,— тенĕччĕ регион ертÿçи Олег Николаев. Вăл Чăваш Енре юлашки пилĕк çулта курăмлă чылай улшăну пулнине, Раççей Президенчĕ Владимир Путин пирĕн çитĕнÿсене пысăка хурса хакланине палăртнăччĕ.

Республика кунне, автономи юбилейне халалланă программа никĕсĕ çинче «Чăваш Ен: палăртнă çулпа аталанасси» ятпа йĕркелекен Шупашкарти экономика форумĕ, «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав, ял çамрăкĕсем валли «Ялта чи лайăххисем» агрослет, чи лайăх ял хуçалăх предприятийĕсене чыслама «Агро-100» клуб презентацийĕ тата ытти нумай мероприяти ирттерме палăртнă. Яланхи пекех Пĕтĕм Чăваш Акатуйĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокĕшĕн тупăшакан лашасен чупăвĕ пин-пин çынна пухĕ. Çавăн пекех уявра фестивальсемпе тата концертсемпе те савăнтарĕç республикăра пурăнакансемпе хăнасене.

Етĕрнери программа та пуян пулĕ — ял территорийĕсене аталантарассине халалланă форумран пуçласа чăваш хăмлин музейне уçасси таранах. Республика кунне хатĕрленсе хулана тирпей-илем, хăтлăх кĕртес ĕçсем малалла пыраççĕ, тĕрлĕ производствăсене аталантараççĕ.

Иван ГЛАДКОВ

Поделиться:
Распечатать