1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
3 июня 2025 г. 12:10

Килтех — пылак та пысăк арпус

 

«Килте лартсан арпус пысăк тата пылак пулмасть»,— тет хăшĕ-пĕри. Йăнăшатăр. Çак çырлана ÿс- терме пĕлмелле. Опытлă пахчаçăсен сĕнĕвĕсемпе сире паллаштарар.

хлă вăрă туянмалла. Ир пулакан гибридсене суйласан аванрах. Тĕслĕхрен, «Кримсон», «Свит», «Бонда», «Васко», «Марбл», «Рондо», «Кай», «Байсан», «Скорик». Арпуса май уйăхĕн пуçламăшĕнче е варринче акмалла. Кун валли çур литрлă пластик стакансем лайăх каяççĕ. Вăрра 1,5 сантиметр тарăнăшне акмалла. Шăтса тухсан калчана «Агрикола» минерал удобренийĕпе апатлантармалла. Пĕрремĕш тĕп çулçă тухсан унпа 14 кунра 1 хутчен шăвармалла.

Çу уйăхĕн варринче калчана йăран çине е теплицăна лартмалла. Йăран çине куçаратăр-тăк, парник тумалла. Калчана 50:50 схемăпа лартмалла.

Чи кирли — ÿсен-тăранăн хăш-пĕр хунавне касмалла, кашнин çинчех пурпĕрех арпус пулса çитеймест. Пĕр ÿсен-тăран çинче 2-3 хунав çеç пултăр. Тĕп хунав çинче 4 çимĕç хăвармалла. Ыттисене татмалла. Юлнă 2-3 хунав çак 4 çимĕçе тутлăлантарма кирлĕ. Тĕп хунав вĕçне те касмалла: тăваттăмĕш çимĕç хыççăн 5 çулçă юлтăр.

Арпуса час-часах шăвармалла мар. Çак ÿсен-тăран нÿрĕке юратмасть. Ăна тĕрĕс пăхсан июль уйăхĕн вĕçĕнче пĕрремĕш çимĕçсене тутанма пулать. Вăрă шăтса тухнăранпа çимĕçĕ пуличчен 90 куна яхăн иртет.

Паллах, арпуса те- плицăра çитĕн- тернине нимĕн те çитмест.

Поделиться:
Распечатать