Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче округри шкулсенче вĕренсе тухакансен ячĕпе юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Тин кăна пĕрремĕш классен алăк урати урлă хăюсăррăн ярса пуснăччĕ. Вăхăт самантлăха та чарăнса тăмасть. Тăвай шкулĕнчи 43 ача вунпĕрмĕш тата 54 ача тăххăрмĕш класс вĕренсе пĕтерчĕ кăçал.
Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов выпускниксене хăйсен пурнăçĕн- чи паллă самантпа ăшшăн саламларĕ, экзаменсене лайăх тытма, палăртнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пыма сунчĕ. Çавăн пекех шкул директорĕ Евгений Моряков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, Тăвай территори уйрăмĕн начальникĕ Николай Сормов, шкул управляющийĕн председателĕ Эльза Степанова ырă та телейлĕ малашлăх сунчĕç. Ачасене çирĕп сывлăх, экзаменсене ăнăçлă парса, профессие тĕрĕс суйласа илсе, çĕршыва юрăхлă çынсем пуласса шанса тăнине пĕлтерчĕç пĕрремĕш вĕрентекенĕсем, классен ертÿçисем тата ашшĕ-амăшĕ.
Аслă юлташĕсене чуна тивекен сăвăсемпе саламлакан пĕрремĕш класра вĕренекенсем те айккинче юлмарĕç. Полина Илларионовапа Полина Степанова тата 11 класри Александр Васильевпа Артем Яковлев юлашки шăнкăрав пачĕç. Вăл яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа çутă малашлăха йыхăрчĕ.