1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
3 июня 2025 г. 8:50

Митинг хыççăн — субботнике

 

Сăхăтпуç ялĕн старости Николай Васильевич Андреев пуçарнипе пĕр çирĕм çын, ытларах çамрăксем, тĕрлĕ ĕç хатĕрĕсем илсе, Пикенеç çăлĕ патĕнчи пĕве таврашне тирпей-илем кĕртрĕ.

Унтах беседка тунă. Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейне халалласа иртнĕ митинг хыççăн йĕркелерĕç субботнике. Уявра Тушкил шкулĕнче вĕренекен ачасем çар тумĕсем тăхăнса парад ирттерчĕç. Территори уйрăмĕн начальникĕ Александр Трофимов, шкул директорĕ Елена Емельянова, Николай Давыдов физрук, ыттисем пулчĕç. Вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк патĕнче часовăйсем тăчĕç. Митингра пĕри те тепри сăмах илчĕ, Аслă Çĕнтерÿ- шĕн тав турĕ. Хам та сăмах каларăм.

Ял çыннисем тăрăшнипех маларах шкулăн сад пахчине тасатнă, палăк тавра тирпейленĕ. Сад пахчинчех йывăç-тĕм сахал мар ÿсет, ытларах — улмуççисем. Шăкăл-шăкăл калаçса, кал-кал пурнăçланă кунта тирпей-илем ĕçĕсене. Тата маларах вырăнти колхозăн кивĕ правлени çуртне те сÿт- нĕ, ун вырăнне тасатнă. Халĕ вара çимĕк умĕн ял масарне тасатса типтерлерĕмĕр. Ку çуллен йăлара пирĕн сăхăтпуçсен, вăтăр çынна яхăнах пулчĕ. Тĕплĕ тасатрăмăр.

Лаврентий ДАНИЛОВ,

Сăхăтпуç ялĕ

Поделиться:
Распечатать