Ĕçлекен çамрăксене пулăшас, производствăра çитĕнÿсем тума тата хастарлăха ÿстерме хавхалантарас тĕллевпе Тăвай муниципалитет округĕнче конкурс ирттерме йышăннă.
Наукăпа тĕпчев, пултарулăх, производство тата управлени сферисенче палăрмалла çитĕнÿсем тунă округ территорийĕнче пурăнакан тата ĕçлекен ÿсĕмĕпе 18—35 çулсенчи çамрăксем Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕн премине тивĕçĕç. Конкурса хутшăнма кирлĕ документсене 2025 çулхи июнĕн 16-мĕшĕччен администрацин культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕсен пайне тăратмалла.
Премие округ пуçлăхĕ ĕçлекен çамрăксен 5 представительне 5000 (пилĕкшер пин) тенкĕ çинчен парать.