1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
3 июня 2025 г. 8:54

Пирус тĕтĕмĕ те сывлăхшăн сиенлĕ

 

Табак туртни сывлăхшăн сиенлĕ пулнине пĕлсе тăрсах нумайăшĕ çăвара пирус хыпать. Ача коляски туртса пыракан хĕрарăм пирус мăкăрлантарса пынине мĕнле ăнлантармалла-ши? Питех те шел, вăл ача амăшĕ-çке. Тĕтĕм туртакана кăна мар, юнашарти çынна та сиенлет, уйрăмах ачасене, сывлав çулĕ- сене вĕчĕлентерет, ÿпкене лекет. Вĕсем ÿс- нĕçемĕн аслисен тĕслĕхне ăша хываççĕ, ăнланулăх çитменнипе хăйсем те çав йăнăшах туса пăхаççĕ, кайран вара çав сиенлĕ йăларан хăтăлма кăмăл çирĕплĕхĕ çитеймест.

Çын организмĕнчи кирек мĕнле органа та наркотикпе табак тĕтĕмĕ сиен кÿрет. Туртакан çамрăксен кăкăр кăшкарĕн калăпăшĕ, туртман çынсеннипе танлаштарсан, 25 процент пĕчĕкрех.

Ученăйсем çакна палăртнă: 15 çула çитичченех туртма пуçланă çынсем тăтăш ÿп-ке ракĕпе вилеççĕ, стенокардипе миокард инфаркчĕпе, гриппа, бронхитпа, ÿпке шыççипе, туберкулезпа чирлеççĕ. Табак тĕтĕмĕ уйрăмах сывлав çулĕсен чирĕпе час-часах чирлекен ачасемшĕн хăрушă. Çамрăксен ăс-тăнне те япăх витĕм кÿрет. Çын хăвăрт манса каякан пулать, çийĕн-чех тавçăраймасть.

Сиенне пĕлсех мĕншĕн туртаççĕ-ха çамрăксем? Çÿлерех палăртрăм ĕнтĕ, чи малтанах çитĕннисем пек курăнма тăрăшнипе, вăл мĕнлерех витĕм кÿнине пĕлес килнипе.

Туртма пăрахас шухăшлă çынсене çапла сĕнес килет. Апат çийиччен маларах пирус нихăçан та çăвара ан хыпăр. Туртмаллине нумайшар пачка туянса ан хурăр. Туртассине аса илтерекен япаласене (зажигалкăсене, пепельницăсене) куç тĕлĕнче ан тытăр. Сиенлĕ йăларан хăтăлас шухăшлă тепĕр юлташ тупăнсан тата çăмăлтарах, пĕр-пĕрне пулăшса, хавхалантарма пулать. Палăртнă кунранах туртма пăрахма тăрăшăр, тепĕр куна куçарса ан пырăр. Хăвăрăн кăмăл çирĕплĕхĕнчен кăна килет. Мĕншĕн-ха хамăр ĕмĕре табак тĕтĕмĕпе кĕскететпĕр. Туртакан хĕрсене уйрăмах шел, вĕсем пулас ача амăшĕсем-çке. Пепке вара варта аталанать.

 

Татьяна ИГНАТЬЕВА, врач-нарколог

Поделиться:
Распечатать