Майăн 9-мĕшĕнче Аслă Аттемĕр вăрçи чарăннăранпа 80 çул çитнине чаплăн уявларĕ çĕршывăмăр. Халăх чĕринче вăл тарăн йĕр хăварнă. Çĕнтерÿ йывăрпа пулнă, нихăçан та манăçа тухмĕ. Сăмах манăн вăрçа хастаррăн хутшăннă Димитриевсем çинчен пулĕ.
Василий Дмитриевич Димитриев 1924 çулхи январĕн 13-мĕшĕнче Киччĕ ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ. 1942 çулхи августăн 12-мĕшĕнче ăна Тăвайĕн-чи çар комиссариатне чĕннĕ. Вăрçă пынă çĕршывра. 1942 çулта август уйăхĕнче 18 çулхи Василий Хĕрлĕ Çара кайма повестка илет. Унтан Горький хулинче виçĕ уйăх хушши артиллерист пулма вĕреннĕ. Вĕренсе тухсан 200-мĕш полка артиллери бригадине лекет, 76 миллиметрлă орудие çапăçăва хатĕр- ленĕ. 1943 çулхи январьте фронта янă çамрăка. Вăл йывăр çĕрте çапăçнă. Тĕрлĕ хуласенче — Кивĕ Руссăра, Орел, Курск, Белгород, Харьков тата Польша территоринчи йывăр çапăçусенче пулнă. 1943 çулта февралĕн 6-мĕшĕнче Кривой Рог таврашĕнче аманнă. 1944 çулта июль уйăхĕнче Львов-Сандомир операцине хутшăнать. 1945 çулхи февраль уйăхĕн- че Познань тата Лодзь хулисене фашистсенчен тасатма пулăшнă. Çапăçури паллă ĕçсемшĕн «Хăюлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальсем илме тивĕç пулнă. Берлина çитет, майăн 2-мĕшĕнче ăна илнĕ çĕре хутшăнать.
Вăрçă чарăннă хыççăн полк шкулĕнче вĕреннĕ, кĕçĕн сержант званине параççĕ ăна, оруди командирĕ пулса тăрать.
1947 çулта тăван яла таврăнать. 12 çул колхозра бригадир пулса ĕçлет. 1959 çулта Василий Дмитриевича «1 Мая» колхозри ферма заведующине лартаççĕ. Унăн тăрăшулăхне пула ферма нумай çул хушши районти куçса çÿрекен ялава хăйсен патĕнче тытса тăнă. Хăйĕн юратнă ĕçне 1987 çулта, 28 çул ĕçленĕ хыççăн, пăрахать. Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав орденне илме тивĕçлĕ пулнă вăл мирлĕ пурнăçра, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Тĕрлĕ наградăсем илем кÿнĕ унăн кăкăрне: II степень Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕ, медальсенчен — «Хăюлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «1941—1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн», «Берлина илнĕшĕн», «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн» тата юбилейпе çыхăннисем. Награда хучĕсем тата приказсем унăн паттăрлăхне çирĕплетсе параççĕ. 1-мĕш батарея оруди ефрейторĕ Василий Дмитриевич Димитриев Висла юханшывĕ патĕн- чи çапăçура паттăрлăх кăтартнă. Темĕнле хаяр çапăçу пынă пулсан та вăл хăйĕн орудипе тăшмана малалла çĕмĕрнĕ. Çавăнпа пирĕн чаçсем Висла юханшывĕн сулахай енне тухма пултарнă çĕрле, 1944 çулхи августра.
4-мĕш батарея ефрейторĕ Василий Дмитриевич Димитриев, маларах «Хăюлăхшăн» медаль илнĕскер, 1945 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче Голина хулашăн çапăçнă вăхăтра нимĕçсем темĕнле вăйлă персе тăрсан та мĕнпур вăя пухса тăшмана татти-сыпписĕр персе, совет салтакĕсене хулана илме май панă.
Тивĕçлĕ канăва тухсан, Василий Дмитриевич килти хуçалăх ĕçĕпе пурăннă, мăнукĕ- сене пăхнă, вĕсене тĕрĕс воспитани пама тăрăшнă. 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче вара пурнăçран уйрăлнă. Каярах вăл пурăннă çурт çине асăну хăми çапнă.
Василий Дмитриевичăн Павел пиччĕшĕ те, 1921 çулта çуралнăскер, вăрçăра çапăçнă, 1942 çулхи март уйăхĕн- че унтах пуçне хунă. Павел Дмитриевича вилнĕ хыççăн Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Тата тепĕр пиччĕшĕ Александр 1915 çулта çуралнă, малтанхи кунсенченех çапăçăва кĕнĕ, 1941 çулхи ноябрь уйăхĕнче вăрçă хирĕнче çухалнă.
Валентина ЛАВРОВА, Мучар ялĕ