• Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕр- пе коммуналлă хуçалăх министерстви çын пурăнакан вырăнсене тирпей-илем кÿрес тата территорисене симĕслентерес тĕлĕшпе «Чи илемлĕ ял» смотр-конкурс ирттересси çинчен пĕлтернине ырласа йышăннă тата конкурсăн приз фондне иртнĕ çулхинчен икĕ хут ÿстерме сĕннĕ. Заявкăсене кăçалхи августăн 10-мĕшĕччен йышăнаççĕ, çĕнтерÿçĕсене сентябрь уйăхĕнче палăртаççĕ.
• Паянхи кун тĕлне республикăра ГТО нормисене хатĕрленме тата пурнăçлама 23 лапам тунă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнипе 2025—2027 çулсенче çакнашкал тата 14 лапам хута ярĕç. ГТО нормисене лайăх пурнăçланисене вĕренме кĕнĕ чухне патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче пухнă балсем çумне хушса парĕç. Балл шутне кашни аслă шкул хăй палăртать. Пирĕн Тăвай муниципалитет округĕ, хаçатăн иртнĕ номерĕнче пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, ГТО нормативне пурнăçланипе Чăваш Енре кăçалхи пĕрремĕш квартал кăтартăвĕсемпе 1-мĕш вырăнта.
• 2026—2027 çулсенче Чăваш Енри 50 шкула тĕпрен çĕнетме, вĕсене оборудованипе тата вĕрентÿ хатĕрĕсемпе пуянлатма палăртнă, çак шутра 2026 çулта — пирĕн Тăвай округĕнчи Тĕмерти вăтам пĕлÿ паракан шкула та кĕртнĕ.
• Чăваш Енре Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕн-че 100 балл пухакансен йышĕ юлашки çулсенче 1,5 хут ÿснĕ. 2024 çулта 63 вĕренекен ППЭне 100 баллăх çырнă. Вĕсенчен тăваттăшĕ икĕ предметпа 100 балл пухнă. Вĕсенчен пĕри, Патăрьелти 1-мĕш шкултан вĕренсе тухнă Юлиана Паймуллина, биологипе тата химипе 100-шер балл пухнă, халĕ Мускавра, Раççей медицина академинче, вĕренет.
• Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесен патшалăхăн тĕрлĕ пулăшăвне, çав шутра çĕр пайĕ вырăнне 250 пин тенкĕлĕх сертификат илме май пур. Çак майпа республикăра ку вăхăт тĕлне 1011 çемье усă курнă, çак шутра пирĕн Тăвай округĕнче — 7 çемье.
• Республикăра 2016 çултан тытăнса агроклассем йĕркелеме пуçланă. Асăннă тапхăрта кашни муниципалитетрах агрокласс уçнă. «Агрокласс» проект «Шкул-техникум (колледж)-вуз» сыпăксене пĕр-пĕрин хыççăн сыпăнтарса пурнăçа кĕртет. Агроклассенче 10 тата 11-мĕш классенче икĕ çул икĕ профильпе хими, биологи, математика, физика предмечĕсене тарăнрах вĕрентеççĕ. Агрокласра пĕлÿ пухнисем Чăваш патшалăх аграри университетне (ЧПАУ) вĕренме кĕмешкĕн документсем тăратсан ППЭ кăтартăвĕсем çумне 5 балл хушса параççĕ, пĕрремĕш семестртан стипенди илсе тăма сертификатсемпе тивĕçтереççĕ.
Иван ГЛАДКОВ хатĕрленĕ