Тăвайри ĕçлев центрĕ урлă хальхи вăхăтра 115 ача вăхăтлăх ĕçсенче тăрăшать. Инвалидсене те çав майпах ĕçпе тивĕçтерессине тимлетпĕр.
Шкул ачисем ялсенчи обществăлла вырăнсене тирпей-илем кĕртнĕ çĕрте, вĕренÿ учрежденийĕсен территорийĕсенче ĕçлеççĕ. Çавăн пекех ĕç ярмăрккисем йĕркелени те ĕçсĕррисене яланлăх ĕç вырăнĕ тупма пулăшать.
Наталия ИВАНОВА,
Тăвайри ĕçлев центрĕ