1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
3 июня 2025 г. 8:55

Шыв асăрханулăха юратать

 

Çуллахи шăрăх кунсем ача-пăчана та, аслисене те шыв хĕрринелле туртаççĕ. Шыв халех ăшăнса çитмен-ха. Сивĕ шывра шăнăр туртса лартас хăрушлăха ÿстерет.

Тÿрех сикме те юрамасть шыва, малтан хусканусем тумалла, кĕлеткене йĕпетмелле. Тарланă хыççăн та тÿрех шыва кĕме тăхтамалла. Ÿсĕр çыншăн тинĕс те чĕркуççи таран кăна тенĕ пек, шыва кĕни инкекпе вĕçленме пултарать. Ачасен вара пĕве-кÿлĕ таврашне аслисемпе анчах каймалла. Кашни территори уйрăмĕнче шыва кĕмелли ятарласа уйăрнă вырăнта кăна кĕмелле. Унта çакăн çинчен уйрăм табличка вырнаçтараççĕ. Маларах вара хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан япаласене пуçтарса илеççĕ.

Шыва сывлăш температури 25 градусран, шыв температури 22 градусран кая мар пулсан кăна кĕме юрать. Тăн çухатакансен, тытамак тытакансен шыва кĕме тăхтамалла.

Юханшыв хĕрринче канатăр пулсан, ачасене сăнасах тăрăр. вĕрсе хăпартнă ишмелли хатĕрсем шанчăклă пулнине тĕрĕслĕр. Юханшыв хĕрринчен тарăн вырăна ишсе ан кайăр.

Кăçал республикăра 8 пляж ĕçлемелле: Шупашкарта — 5, Çĕнĕ Шупашкарта — 1, Куславккара — 1, Етĕрнере — 1. Хамăр округра та шыва кĕме палăртнă вырăнсене хатĕр-лесе çитереççĕ.

Шывра ишсе киленни пысăк савăнăç. Анчах çут çанталăк ирĕклĕхĕнче асăрханулăх çинчен пĕрре те манар мар.

Алексей ФЕДОРОВ

Поделиться:
Распечатать